Тявин Илья Петрович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тявин Илья Петрович (1928-2007) — Çăлтăр хулара, Космонавтсене хатерлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центрта 1961-мĕш çултанпа ĕçленĕ, подполковник-инженер.
Remove ads
Биографи
1928-мĕш çулта Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Сальелĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — Петр Семенович Тявин, 1906 çур. Амăшĕ — Прасковья Алексеевна Иванова (Тявина), 1905 çур. Аслашшĕ — Семен Степанович Тявин, 1880 çур. Асламăшĕ — Евдокия Осиповна Тявина.
Тявинсен килйышĕнче мĕнпурĕ 7 ача ÿснĕ: Валя, Луиза, Тамара, Шура, Рая, шăллĕ е пиччĕшĕ (ячĕ паллă мар) тата Илья хăй.
Арăмĕ — Виталина (Лина) Ивановна, чăваш, Чăваш халăх поэчĕн Стихван Шавлын иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вĕсен ашшĕсем — Иван тата Антон — пĕртăван). Вăл Çăлтăр хулари ача садĕнче 20 çул хушши витеревçĕ пулса ĕçленĕ. Тăватă çул хушши унăн ушкăнĕнче В.В.Терешкова тата А.Г.Николаев космонавтсен Елена (Алёна) хĕрĕ те пулнă[1]. Виталина Ивановнăна А.Г.Николаев хай патне килекен чăвашла (чăваш чĕлхипе) çырнă çырусене пăхса тухса хуравсем хатерлекенĕ пулма та сĕннĕ. Анчах та вăл, Шунталти вырăс шкулĕнче вĕреннĕскер, чăваш çырулăхне çителĕклĕ таран пĕлмен, çавăнпа та сĕннĕ ĕçе ăнăçлăн пурнăçлама пултарайман.
Виталина Ивановна тата Илья Петрович мăшăрланни 1955-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ.
Ăçта вĕренни
- Тăван ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкул (1943-мĕш çулта пĕтернĕ).
- Аксури педагогика вĕрентĕшĕ (1943-1944, вĕренсе пĕтермен).
- Çарăмсан ялĕнчи (Тутарстан) 8-мĕш класс (1944-1945).
- Çутĕç пайĕ çумĕнчи вĕрентевçĕсем хатĕрлекен курс (1945, пĕр уйăх çурă)
- Аксури педагогика вĕрентĕшĕ, куçумсăр уйрăм.
- Серпуховри çар авиаци-техника вĕрентĕшĕ (1952-мĕш çулта пĕтернĕ).
- Мускаври вăрман институчĕ, Мытищи хулинче вырнаçнă.
Ăçта ĕçлени
- Тутарстанти Çарăмсан районĕнчи (ун чухне Первомайски районĕ тенĕ) Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта вĕрентевçĕ
- Тутарстанти Çарăмсан районĕнче пĕр çулталăк çурă суд çыруçи.
- Мускав облаçĕнчи Чкаловский поççолăкĕнчи тĕрĕслев центрĕ
- 1961-мĕш çултанпа Çăлтăр хулари космонавтсене хатерлекен Центрта аслă техник-инструктор
- 1979-мĕш çулта, Совет Çарĕн ретĕнчен саппаса тухнă хыççăн, Çăлтăр хулинчи авиаципе космонавтика ĕçлевçисен пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн ертÿçине суйланă.
- А.Г.Николаев космонавтăн, вăл РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ чухне, пулăшавçи.
Remove ads
Космонавтсене хатĕрлекен Центрта ĕçленĕ ытти чăвашсем
- В.М.Портнов,
- А.Ф.Сироткин,
- С.М.Михайлов.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)У нас тут и чуваши в Звездном есть, несколько семей.<Куçару: Пирĕн кунта, Çăлтăр хулинче, чăвашсем те пур, темиçе килйыш>
Вуламалли
- Тявин, Илья. Чăваш писателĕсем — Çăлтăр хулинче. // "Тăван Атăл" журнал, 1985, 6№, июнь, С.56-59.
- Тявин, И. Виççĕмĕш космонавтпа пĕрле : [А. Г. Николаев çинчен] / И. Тявин // Ялав. – 1989. – № 8. – С. 26–27.
- Афанасьев, Порфирий. ÇĂЛТĂР ХУЛИН ХАСТАР ЧĂВАШĔ 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — Сувар хаçат, 966-МĔШ КĂЛАРĂМ. Малалли: 967-мĕш кăларăм 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ., вĕçĕ ăçта иккенĕ паллă мар.
- Геннадий ВИКТОРОВ. СЫНЫ ОТЕЧЕСТВА: воспоминания и размышления(ĕçлемен каçă), Чебоксары, 2005. (пдф-верси пур 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.).
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads