Удалова Ирина Витальевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Удалова Ирина Витальевна (çуралнă чухнехи хушамат Эльмукова, 22.03.1974 çур.) — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕн "Бичурин тата паянхи кун" музейĕн директорĕ. Чăваш наци конгресĕн хĕрарăмсен канашĕн пайташĕ. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕслевçи (2014).

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕче вĕреннĕ (1991-1996). Квалификацийĕпе — чăваш чĕлхипе литературин вĕрентевçи, таврапĕлÿçĕ-музейçĕ.

Кÿкеçри "Бичурин тата паянхи кун" музее 2001-мĕш çулта уçнă. И.В.Удалова унта хăш вăхăтран пуçласа ĕçлени паллă мар.

Чыславсем

  • Хисеп грамоти: Чăваш Республикин çамрăксен енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн (2003 ç.);
  • Хисеп грамоти: Шупашкар районĕн çамрăксен тата спорт енĕпе ĕçлекен Ертсепыравĕн (2003 ç.);
  • Хисеп грамоти: Чăваш наци музейĕн (2004 ç.);
  • Хисеп грамоти: Чăваш наци конгресĕн (2004 ç.);
  • Хисеп грамоти: гуманитари ăславĕсен Чăваш Патшалăх институчĕн (2004 ç.);
  • «Раççей турисчĕ» Хисеплĕ паллă: музей ĕçĕ, таврапĕлÿ енĕпе тата чăвашсен янташĕн Н.Я.Бичуринăн ятне асра тытассишĕн, унăн еткерне сарассишĕн хастар ĕсленĕшĕн (2005 ç.).
  • Хисеп грамоти: Шупашкар районĕн (2010 ç.)
  • Хисеп грамоти: Чăваш Республикин культура, нацилĕхсем, информацилле политика, архивсем енĕпе ĕçлекен министăрлăхĕн (2011 ç.)
  • Диплом: Чăвашской Республикин «Республиканский бизнес – инкубатор по поддержке малого и среднего предпринимательства и содействию занятости населения» АУн (2013 ç.).
  • Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕслевçи (2014 г.)
  • Диплом, 1-мĕш капашри: Республикăри "Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх директор" конкурсра ( "Наци еткерĕ" номинаци, 2017 ç.)
Remove ads

Вуламалли

Thumb
Музей: "Бичурин тата паянхи кун"

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads