Уйгур хаканлăхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Шаблон:Истори патшалăхĕ
Уйгур хаканлăхĕ — Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ вырăнне хыççăн пулса тăнă çĕнĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхăн пĕрремĕш çурринчи патшалăх йĕркелĕвĕ.
Виçĕ кашни уйрăм пĕрлешӳ пулнă.
- Пĕрремĕш, чи малтанхи хаканлăхĕ, Хангайра 323 çулта йĕркеленет те 200 çула яхăн тăрать.
- Иккĕмĕш хаканлăхĕ 523 çулта пулса тăрать те 80 çул ытларах тытăнса тарать. Ăна Тĕрĕк хаканлăхĕ 603 çулта аркатать.
- 140 çул иртсен виççĕмĕш Уйгур хаканлăхĕ малтанхи Тухăç Терĕк хаканлăхĕ çĕрĕсем çинче йĕркеленет.
840 çулта çак патшалăха çирĕм çул пынă вăрçă хыççăн енисей кăркăсĕсем çĕмĕрсе тăкаççĕ. Кăркăссем тĕксе пынипе уйгурсем кăнтăр еннелле Синьцзяна куçса каяççĕ. Вĕсен патшалăх тĕпĕ Ганьсу анăçенче тата Турфан оазисĕнче тăсăлнă.
Пур йăхсемшĕн пĕрлĕ палăрту — уйгурсем — йышăннă. Виççĕмĕш уйгур хаканлăхĕ пĕр вырăнта пурăнакан халăх евĕр уйгурсен феодал патшалăхĕ пулнă. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, çĕр çинче ĕçлесси, çаплах ремесло тата промăçсем пулнă, хуласемпе кармансене тăвасси аталанса пынă. Малтанхи тĕрĕк хаканлăхĕсен пекех, Орхон айлăмĕнче (Хара-Балгаспа Бешбалык хуласем) пурăннă. Уйгурсен материал культуринче Ази варринчи тымарĕсем тарăн пулсан та, уйгурсемех кунти çеçенхирсенче вырăнлă цивилизаци йĕркине çирĕплетет[1].
Remove ads
3-мĕш Уйгур хаканлăхĕн хаканĕсем
- Кутлуг I Бильге Пэйло - пĕрремĕш хакан (745-747)
- Моянчур - хакан (747-759)
- Идигянь - хакан (759-780)
- Дуньмага - хакан (780-789)
- Пангуань - хакан (789-794)
- Ачжо-хан - хакан (794-795)
- Кутлуг II - хакан (795-805)
- Кюлюг-Бильге-хан - хакан (805-808)
- Бо-и-хан - каган (808-821)
- Чин-дэ-хан - хакан (821-824)
- Чжаоли-хан - каган (824-839)
- Кюлюг-бег-хан - хакан (839-840)
- Уге-хан - каган (840-846)
- Энянь дэлэ-хан - хакан (846-847)
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Çавăн пекех пăхар
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads