Хĕркке
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Хĕркке — Аттил арăмĕ. Вăл V ĕмĕрте пурăннă. Упăшки вилнĕ хыççăн та татах пурăннă пулас.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
Приск Панийский хунсем патне элчĕлле пырса çӳренĕ. Вăл Хĕрккен керменне те çырса кăтартнă. Керменĕ темиçе хуралтан тăнă: «…из коих одни были из красиво приложенных досок, покрытых резьбою, другие — из тесенных и выскобленных до кремизны бревен, вставленных в деревянные круги: эти круги, начинаясь от земли, поднимались до умеренной высоты», — [1]. Хĕркке керменĕнче пиртен тĕртсе тунă пусмасем, тĕрĕллĕ тумсем, пӳйĕсем те нумай пулнă. Хĕркке хăй те питĕ ăста тĕрлеме пĕлнĕ. Вăл ырă кăмăллă, питĕ хитре хĕрарăм пулнă. Аттилпа Хĕркке виçĕ ывăла — Эллак, Ирнак тата Тинĕс — çуратса ӳстернĕ.
Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан Ф. Степанов (Урсай Хĕлипĕ) ватă чăвашран «Аттилпа Кримкилте» ятлă авалхи эпослă хайлав çырса илнĕ. Çак авалхи чăваш халăх хайлавĕнче Хĕркке çинчен нумай каланă, ăна «халăхшăн тăрăшакан амăшĕ» тенĕ.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads