Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ

Сăвви Петĕр Ялкирăн, кĕвви П. Фёдоровăн.

Чечеклен,Чутай Ен

Ешерет Чутай таврашĕ,
Каш-кашлать уй-хир, вăрман,
Пархатарлă ун малашĕ,
Хамăр паттăр пулнăран.
Хушса юрламалли :
Ыр сунать пире Сăр шывĕ,
Чутай,ӳс те маттурлан.
Чаплăлан Чăваш çĕршывĕ,
Кунран-кун эс çунатлан.
Пĕр чĕлхе эпир тупатпăр,
Тĕрлĕ халăх çыннипе,
Туслăх çулĕ такăрлатпăр,
Вырăспа та ирçепе.

Хушса юрламалли

Харсăр халăх тенĕ мар-и,
Авалтан чутайсене.
Халь тата хастар пулар-и,
Çĕклеме район чапне !

Хушса юрламалли

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads