Харитонов Василий Дмитриевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
ХАРИТОНОВ Василий Дмитриевич (1917-1968)—кĕçĕн лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Чăваш Республикин Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1944-мĕш çулта кĕнĕ.
Remove ads
Кун-çулĕ
Халхин-Голти çапăçусене хутшăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче тупă командирĕ, Орелти танк училищине пĕтерсен танк командирĕ, каярах взвод командирĕ пулнă. Белорусине ирĕке кăларнă вăхăтра уйрăмах палăрнă. 1944-мĕш çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче Орша еннеле тапăннă вăхăтра тральщик-танксен взводе ертсе пынă. Ун умне лартнă тĕллев: чи пысăк хăвăртлăхпа мина хирĕсем урлă каçмалла, унта атаклакан çар валли çул уçмалла. Танксем малалла ыткăнаççĕ. Танк умĕнче вырнаçтарнă йывăр дисксем çĕре кăпкалатса минăсене сирпĕтсе пыраççĕ. Сирпĕннипе çĕр чĕтренсе тăрать. Трал айĕнче 22 мина сирпĕнет.
Харитонов взвочĕ тăшмансен позицине савăл пек кĕрет. Раципе полк командирĕ пĕр йĕрпе атакăна кĕме хушать. Минăсем сирпĕнеççĕ. Броня çунать. Взводра Харитонов танкĕ çеç арканман. Танк умĕнче ташман пытаннă тарăн канав. Харитонов артиллерине канава пеме ыйтать. Радиоçыхăну çухалать. Хартионов танкĕ 14 сехет хушши нимĕçсен позицинче запăçать. Çав вăхăтра нимĕçсен штабне аркатса пысăк пĕлтерĕшлĕ документсене ярса илет. 4 дзотпа 43 салтакпа офицера пĕтерет. Малашнехи çапăçусенче зенитка батареине, САУ, 2 миномет батареине тата 80 салтакпа офицера пĕтерет.
Неман урлă чи малтан каçать. Йывăр аманнă пулсан та танка темиçе сехет хушши ертсе пырать.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 05.11.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ. 1968 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче Краснодар Ен Сочи хулинче вилнĕ.
Remove ads
Чысĕсем
- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Куславка хулинче ун ятне урама панă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads