Харитонов Владимир Егорович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Владимир Eгорович Харитонов (25.03.1933, Пайсупин ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР – 01.06.1990, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи, прозăçи, юрă сăвăçи, публицист, ССРП ÇП пайташĕ (1974)[1][2]

Remove ads
Биографи
Владимир Харитонов 1933 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче Чăвăш Енĕн Трак ен районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче пĕлӳ илнĕ, Хусанти консерваторире вĕреннĕ. Культурăра тăрăшнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕн артисчĕ, Телекуравпа радиокалаçу комитечĕн мусăк редакторĕ, Шупашкар студин мусăк программисен редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
Владимир Егорович пĕрлĕх ĕç-хĕлĕнче те хастар тăрăшнă – Республикăра çыравçасен пĕрлешĕвĕн правленинче, «Тăван Атăл» журналăн редакцин пайташĕ пулса ĕçленĕ. Пĕрмаях республика тулашĕнче чăваш литературине кăтартнă.
Владимир Харитонов 1990 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайнă.
Remove ads
Пултарулăхĕ
Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене 1953 çулта Красноармейски районĕн хаçатĕнче пичетленĕ. Сăвăсене ача-пăча валли те, çитĕннĕ çынсем валли те хайланă. Владимир Харитонов çырнă 50 ытла сăвăна кĕвĕленĕ. Беларус, украин, тутар, мари, вырăс, пăлхар поэчĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Унăн сăввисене те тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă.
Пичетрен тухнисем
- «Золотистая пчела» (стихи). Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1987.
- «Уçланкăра» (сăвăсем). Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1981.
- «Шухӑш» (сӑвӑсем). Шупашкар, 1973.
- «Уяв умĕн» (сăвăсем). Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1991.
Remove ads
Литература
- Владимир Харитонов : [биобиблиогр. справка] : Буклет. - 4 с.
- Дубров, Г. Сăвă–юрăшăн кăна–и? : [сăвă. В. Харитонова асăнса] // Çилçунат. – 2000. – № 1–2. – С. 50.
- Eгоров, П. Ĕмĕрĕмĕр манми тăванăм / П. Eгоров // Хыпар. – 1998. – 12 авăн.
- Eгоров, П. Шăллăм çинчен / П. Eгоров // Ялав. – 1993. – № 3. – С. 18.
- Eфимов, Г. Тӑван кӗтесре манмаҫҫӗ ӑна / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 1998. – 7 ака.
- Иванова, И. Мал ӗмӗтпе пурӑнатчӗ / И. Иванова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 1998. – 26 пуш.
- Пирĕн ентеш В. Харитонов ăста сăвăç, юрăç пулнă // Ял пурнăçĕ (Красноармейск р–нĕ). – 1993. – 25 пуш. – Содерж.: Асран кайми тăванăм / П. Eгоров ; Ĕненес те килмест / О. Игнатьева ; Дирижер вырăнĕнчеччĕ / Л. Васильева ; Çывăх тусчĕ вăл / И. Степанов ; Ялта ; Хăшĕ–ши? ; Хăна юрри : сăвăсем / В. Харитонов.
- Афанасьев, П. Харитонов Владимир Eгорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 463–464.
- Родионов, В. Г. Харитонов Владимир Егорович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 384.
- Слово о товарище : [некролог] // Совет. Чувашия. – 1990. – 5 июня.
- Трофимов, Г. Ф. Харитонов Владимир Eгорович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 437.
- Харитонов Владимир Егорович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 88.
- Ялгир, П. Харитонов Владимир Eгорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.
Чыслани
- ССКП Чаваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамоти
- «Ĕç ветеранĕ» медаль
- «Яла культурăпа тивĕçтерĕвĕнче палăрнăшăн» кăкăрçи палли.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads