Химилле номенклатура

From Wikipedia, the free encyclopedia

Химилле номенклатура
Remove ads

Химилле номенклату́ра — химилле япалалăхсен тата вĕсен ушкăнĕсемпе тĕсĕсен хăйсене тивĕçлĕ (индивидуаллă) харпăр ячĕсен йышĕ, çавăн пекех вăл ятсене майлаштармалли йĕркесемпе йĕркевсем.

Thumb
Antoine Laurent de Lavoisier

Историре чылай вăхăт кунашкал ятсем тĕлли-паллисĕр, мĕнле май килет çавăн пек, çуралса тата çирĕпленсе пынă. Унашкал ятсене тривиаллĕ ятсем теççĕ.

Анчах та химилле япалалăхсен йышĕ тĕнчере çав тери пысăк, вĕçĕ-хĕрри те çук теме пулать. Çавăнпа та вĕсене ятарлă йышăннă йĕркепе ятсем парса тухас ыйту çуралать. 1798-мĕш çулта А. Л. Лавуазье тĕнчере пĕрремĕш хут япалалăхсен ячĕсем валли ансатлатнă номенклатура сĕннĕ.

1801-мĕш çулта В. М. Севергин Лавуазье классификацине йышăнать, куçарать тата хăйĕнчен хими терминĕсен ячĕсене кĕртет[1]. Вăл кĕртнĕ терминсем: «кислотвор» (халĕ кислород теççĕ, чăвашла йӳçамăш), водород (чăвашла шывамăш), азот, углерод (чăвашла кăмрăкамăш). Тата ытти те. Малалла вăл сăмахсарсене куçарнă[2] тата хăй ăсталанă[3], çапла майпа вырăсла химилле номенклатура аталаннă. Чăваш чĕлхинче химилле номенклатура тăвас тесе Тимухха Хĕветĕрĕ кирлĕ утăмсем тунă[4].

Thumb
Severgin
Remove ads

Номенклатура тĕсĕсем

  • Рационаллă номенклатура
  • Системăллă номенклатура
  • Женева номенклатури
  • Льеж номенклатури
  • ИЮПАК номенклатури

Рационаллă номенклатура тĕпре тăракан япалалăхсем

Япалалăхсен триваллĕ ячĕсем

Тривиаллĕ ятсем — нимĕнле номенклатурăна та пăхăнмаççĕ.

Thumb
Тимухха Хĕветĕрĕ

Хăшпĕр асăрхаттарусем

Химире, сăмахран, нитрит та, нитрид та пур. Вуланасса пĕр пекех вуланаççĕ, анчах орфограммисене кура уйăрса илме май пур. Çав вăхăтарах вĕсем туртăм категорийĕнче, виççĕмĕш сăпатра, пĕр пекех çырăнаççĕ. Çавна кура уйăрса илме çук. Кунта çакăн пек пулма пултарать:

  • Нитрид, туртăм категорийен виçĕмĕш сăпатĕнче: нитри(д)чĕ
  • Нитрит, туртăм категорийен виçĕмĕш сăпатĕнче: Нитри(т)чĕ

Малалла та çавăн пекех.

Remove ads

Çавăн пекех

  • Наукăлла номенклатура
  • Элементăн системăлла ячĕ

Вуламалли

  • Химический энциклопедический словарь. М.: «Советская энциклопедия», 1983.
  • Лоуренс Краусс. Почему мы существуем. Величайшая из когда-либо рассказанных историй = Krauss. The Greatest Story Ever Told - So Far: Why Are We Here?. — М.: Альпина Нон-фикшн, 2018. — ISBN 978-5-91671-948-2.
  • Главный редактор А. М. Прохоров. Физическая энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия.

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads