Цунами
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Remove ads
Цуна́ми[1] (яп. 津波 IPA: [t͡sɯnä́mí][2], унта 津 — «бухта, кӳлмек», 波 — «хум») — океанра шывăн мĕнпур хулăнăшне аялтан хăватпа çапнипе пулнă шултра хумсем.


Цунами, хăшпĕр специалистсен шухăшĕпе, солитонсем пулаççĕ[3]. Чылай чухне цунами шыв айĕнче çĕр чĕтреннипе пулаççĕ, çав вăхăтра тинĕс тĕпĕ хăварт анса ларать е хăпарса каять. Цунами кирек епле вăйлă çĕр чĕтреннипе те çуралать, анчах та питĕ хăвата вăйлă чĕтреннипе (магнитуди 7 баллран ытлах пулсан) çитет. Çĕр чĕтреннĕ хыççăн темиçе хум каять. 80 % яхăн цунами Лăпкă океанăн периферинче сиксе тухать. Цунами пулăмне ăслăх енчен пĕрремĕш Хосе де Акоста 1586 çулта Лимăра (Перу) — питĕ хăватлă çĕр чĕтренĕвĕ пулсан — ун чухне 25 м çӳллĕш цунами хумĕсем 10 км çити тип çĕре çине кĕрсе кайнă — ăнлантарса панă.
Remove ads
Теори

Уçă океанра цунами хумĕсем хăвăртлăхпа чупаççĕ, унта — ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ, — океан тарăнăшĕ (ăшăх шыв çывхарни тĕнĕскер]], ун чухне хум тăршшĕ шыв тарăнăшĕнчен питĕ нумай пысăкрах).
Вăтам тарăнăш 4 км чухне цунами хăвăртлăхĕ — 200 м/с е 720 км/сех. Уçă океанра хум çӳллĕшĕ 50 см ытла мар, çавăнпа та карапсене çӳреме хăрушлă мар, ăна кимĕ е карап çинчи çынсем сисмесен те пултараççĕ. Хум тапхăрĕ — 1 минутран пĕр сехете çити, тăршшĕ теçетке км пуçласа темиçе çĕр км таран, океанри хăвăртлăхĕ — 600—900 км/сех, континент шельфĕнче — 100—300 км/сех[4][5].
Remove ads
Чи хăватлă цунамисем
XX ĕмĕр
XXI ĕмĕр
Суперцунами
Çав. пекех
- Вĕлерекен хумсем
- Кейпроллер
- Маремото
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads