Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ (акăл. Chuvash State Institute of Humanities, 1930 çулхи çурла, 18) — Чăваш Республикин ăслăх-тĕпчев институчĕ, чăваш ăслăлăх институчĕсенчен чи ватти пулать. Шупашкарта вырнаçнă. Халь фейксен институчĕ пулса тăнă. Нучный содрудникĕ пулма чăваш порталне кăна уçса памалла.
Ертӳçи — А.А. Трофимов, ӳнер ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Ăслăх ĕçĕсем пайĕн çумĕ — В.Г. Харитонова, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
Remove ads
Кун-çулĕ
1930 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх пур енлĕ ăслăх-тĕпчев институчĕ уçăлать, 1933 çулта Чăваш чĕлхин, литературин тата кун-çулĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ шая куçарнă, 1994 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ятне панă.
1999 кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне институтра 68 çын, çав шутра 38 ăслăх ĕçтешĕ (3 тухтăр, 20 ăслăх тухтăрĕ) вăй хурса тăрăшнă.
Ăслăх-тĕпчев центрĕн структури
|
|
|
Институтăн ĕç-хĕлĕ, тĕллевĕ
Институт хушма ăслăхсемпе ыйтусене пур енлĕ тишкерсе тĕпчет:
- чăваш чĕлхипе литератури
- чăваш халăхĕпе чăваш патшалăхĕн
- фольклорĕ
- историйĕ,
- археологийĕ,
- этнологийĕ
- ӳнерĕ
Раççейре хăй тĕслĕ ăслăх-тĕпчев институтсем хушшинче хăй евĕрлĕхĕпе пĕртен-пĕрри шутланать.
Институт нумай енлĕ ăслăх тĕпĕ пулса, хăйĕн ĕç-пуçĕпе, тишкерӳ ыйтăвĕсен анлăшĕпе Чăваш Республикишĕн çеç мар, Раççей Федерацинче пурăнакан чăваш халăхĕшĕн, тăван çĕршыв ăслăхĕшĕн аслă пĕлӳн паллă тĕпĕ пулса тăрать.
Ăслăх-тĕпчев центрĕнче тăрăшакансем
- В.П. Никитин (Станьял) — литература тĕпчев тата халăх пултарулăхĕн уйрăмĕн ертӳçи, филологи ăслăхĕн кандидачĕ
- А.П. Хузангай — чĕлхе пĕлĕвĕ уйрăмĕн ертӳçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
- И.П. Павлов — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
- Г.А. Дегтярев — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
- Ю. Дмитриева — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
- И.Е. Ильин — философи ăслăхĕсен кандидачĕ
- В.П. Иванов — истори ăслăхĕсен кандидачĕ
- Т.В. Погодина — социаллă экономика тĕпчевĕ уйрăмĕн ертӳçи, экономика ăслăхĕсен кандидачĕ
- И.Н. Мадебейкин — ял хуçалăх ăслăхĕсен кандидачĕ
- М.Н. Ергачев — биологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
Remove ads
Вуламалли
Каçăсем
- chgign.ru 2017 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- old.chgign.ru
- new.chgign.ru 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- human.cap.ru 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- human.cap.ru 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ЧУВАШСКИЙ ИНСТИТУТ ГУМАНИТАРНЫХ НАУК ГОСУДАРСТВЕННЫЙ - Высшие учебные заведения, 428015 Чебоксары г., Московский просп., д. 29/1 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Визитная карточка. Чувашский государственный институт гуманитарных наук (ЧГИГН)(ĕçлемен каçă)
- Тутарсем чӑваш историкӗсене хӑйсен историйӗпе паллаштарчӗҫ
- Геннадий Николаев о чувашских и татарских научных школах историков: Теперь мы стали ближе друг другу
- Региональная общественная организация. ЧУВАШСКОЕ КУЛЬТУРНОЕ ОБЩЕСТВО САНКТ-ПЕТЕРБУРГА 2018 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads