Чапаев Аркадий Васильевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Арка́дий Васи́льевич Чапа́ев (12.8.1914, Мелекесс — 7.7.1939, Борисоглебск, Воронеж облаçĕ)[1] — совет вăрçă вĕçевçи, РХХÇ СÇВ 90-мĕш йывăр бомбардировка эскадрильинчи сыақ командирĕ, капитан (1939, вилнĕ хыççăн), Атăлçи Нимĕçĕсен АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн пайташĕ. Граждан вăрçинчи халаплă паттăрăн — Василий Иванович Чапаевăн кĕçĕн ывăлĕ.

Remove ads
Биографи
Аркадий 1914 çулхи çурлан 12-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе — 1912 ç.) Мелекессре[2] (халĕ Димитровград) Василий Иванович Чапаевпа унăн арăмĕ — поп хĕрĕ Пелагея Никаноровна Метлина — килйышĕнче çуралнă.
Ашшĕ — В. И. Чапаев — пĕрмаях çарти хĕсметре тăнипе — Пелагея пĕчченех ачасене çитĕнтернĕ.
1914 çулхи çуркунне ашшĕ фронта тухса кайнă, 1919 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче пуçне хунă. Ашшĕ хыççăн амăшĕ те çĕре кĕнĕ.
Аркадие, унăн пиччĕшне тата аппăшне Пелагея Камишкерцева — ашшĕн юнташĕн тăлăх арăмĕ — çитĕнтернĕ. Камишкерцева патĕнче пурăнса, Аркадий шкулта ăнăçлă вĕренсе тухнă.
Авиацири хĕсмет тата политика
Пилот вилĕмĕ
1939 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче А. Чапаева Борисоглебск хулине, Борисоглебск вĕçев шкулĕн базине, практикăна янă. Утăн 7-мĕшĕнче çамрăк пилотсен иккĕмеш курса куçмашкăн экзаменацилекен комиссие вĕçев техникин ăсталăхне кăтартмалла пулнă.
А. Чапаев сарăмсăр вилнĕ хыççăн виçе кунтан ССРП хӳтĕлев халкомĕ Климент Ворошилов 02900 № тапăча çырнă: «Слушателю первого курса командного факультета Военно-Воздушной академии РККА старшему лейтенанту Чапаеву Аркадию Васильевичу присвоить воинское звание капитан».
А. В. Чапаева çарти чыславсемпе Борисоглебск хулин çăвинче пытарнă. Вилтăрпи çинче В. Тучин архитектор тунă палăка лартнă. Постамент çинче, ыттисем пуçсăр, çапла çырни пур:
«Вылетел 6.07.1939 г. на истребителе И-16, отказал двигатель, лётчик пытался отвернуть падающий самолёт от населённого пункта. Сам погиб, а людей спас».
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads