Чичерина Юлия Дмитриевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Чичерина Юлия Дмитриевна
Remove ads

Ю́лия Дми́триевна Чиче́рина (çурла, 7, 1978, Свердловск, РСФСР, СССР) — раççей рок-юрăçĕ, мусăкçă, хăйĕн юррисене шăрантаркан. Пултарулăхĕпе «Урал рокĕ» («Сансара» тата «Смысловые галлюцинации») мусăк культури хумĕ йышне кĕрет.

Чичерин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Тĕп хыпар, Тулли ят ...
Remove ads

Биографи

1978 çулхи çурлан 7-мĕшĕнче Свердловскра (халĕ Екатеринбург) çуралнă. Ача чухнех сăрлама тата юрлама кăмăлланă, шкулта пултарулăх ĕçне хутшăнса гитара тата параппан çинче вылянă. Мусăк вĕрентешĕвĕнче эстрада вокалĕ класĕпе пĕлӳ илнĕ. Юльăн аппăшĕ - Дина - пур[1].

1997 çулта Екатеринбург хулинче Чичерина хăйĕн ушкăнне йĕркеленĕ, ăна «Чичерина» ят панă. Унта Азат Мухаметов, Александр Бурый тата Александр Александров мусăкçăсем кĕнĕ. Çак йышпа «Ту-лу-ла» юрăна шăрантарса Чичерина пĕтĕм çĕршывра паллăха тухнă[1]. Группа 1997 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче çурална теме пулать>ref>Катя Ермолаева. Интервью с Юлей Чичериной: «Счастье — в самых высоких горах». 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. // insidernews.ru (9 апреля 2012 года) </ref>, ун чухне вăл пĕрремĕш хут «J-22» екатеринбург клубĕнче хăйĕн пултарулахне кăтартнă.

Кайран коллектив Анăç Çĕпĕрти темиçе мусăк фестивалне хутшăннă. Юля Чичерина çырса хунă юрă кассетине «Наше радио» мусăк продюссерне Михаил Козырева ярса парсан, группăна «Нашествие» мусăк фестивальне чĕннĕ.

1999 çулта Чичерина «Real Records» сасă çыракан раççей компанипе контракт çине алă пуснă хыççăн Мускава ĕçлеме куçнă. Вадим Самойлов, «Агата Кристи» группа лидерĕ унăн продюссерĕ пулса танă[1].

Пайăр пурнăçĕ

Хĕрĕ — Майя (1999)[2][1][3], ашшĕ — Александр Бурый, бас-гитарист тата «Чичерина» группăн пĕрремĕш йышĕн саунд-продюсерĕ, унчен «Смысловые галлюцинации» раççей рок-группăн бас-гитарисчĕ[1][4][3][5][6].

Халĕ Чичеринăн упăшки — архитектор Сухраб Раджабов. Мăшăр Мускав облаçĕнче, Княгинино ялĕнче йăва çавăрнă[7]

Remove ads

Пултарулăх

Фильмографи

Кинорольсем

  • 2001 — ГладиатриксДейдра, гладиатор-чура
  • 2002 — Ледниковый периодАнюта, юрăс
  • 2004 — Слова и музыка

Дискографи

Студи альбомĕсем

  • 2000 — «Сны»[8]
  • 2001 — «Течение»[9]
  • 2002 — «Точки» (Live)
  • 2004 — «Off/On»
  • 2006 — «Музыкальный фильм»
  • 2007 — «Человек-птица»
  • 2015 — «Сказка о странствии и поиске счастья»

Синглсем

  • 2000 — «Ту-лу-ла»
  • 2001 — «Дорога»
  • 2009 — «Шила платье»
  • 2009 — «Christmas»
  • 2011 — «Опасно»
  • 2016 — «На передовой»

Вокал кинора

  • 2000 — Брат 2 — «Ту-лу-ла»
  • {2002 — Подозрение — «Сны»
  • 2002 — Азазель — «В лунном сиянии»
  • 2002 — Ледниковый период — «Пока»
  • 2002 — Убойная сила (4 сезон, фильм «Последний причал») — «На грани»
  • 2002 — Спартак и Калашников — «Ту-лу-ла», «Море», «Блюдца»
  • 2002 — Займёмся любовью — «Радиоволна», «Сломала себя»
  • 2010 — Комната в Риме — «Ту-лу-ла»
  • 2010 — О чём говорят мужчины — «Падает снег» в дуэте с группой «Би-2»[10]
  • 2011 — Выкрутасы — «Главная тема»
  • 2012 — Краткий курс счастливой жизни — «Врачи»
  • 2012 — Деффчонки — «Подружки»
  • 2014 — Майские ленты — «Поезда»
  • 2016 — Одноклассницы — «Ту-лу-ла»

Телекăларăмсене хутшăнни

  • 2000 — Сто к одному
  • 2003 — Форт Боярд
  • 2003 — О.С.П.-студия

Видеовăйăсем

  • 2003Project Gotham Racing 2, «Ту-лу-ла», «Жара»
Remove ads

Чыславсем

  • 2000 — Ылтăн Граммофон парне лауреачĕ — «Жара» юрăшăн
  • 2002 — Ылтăн Граммофон парне лауреачĕ, «Би-2» группăпа пĕрле — «Мой рок-н-ролл» юрăшăн
  • 2003«Муз-ТВ» парне лауреачĕ, «Би-2» группăпа пĕрле «Чи паха юрă» номинацире — «Мой рок-н-ролл» юрăшăн.

Асархавсем

Loading content...

Литература

Loading content...

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads