Шабли

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Шабли (фр. Chablis) - Францин çурçĕр çĕрĕнчи эрехтăвакан енĕ(Парижран 180 çухрăм). Кунта тăвакан эрех шабли ятпа тухать. Çапла пулсан Шабли: 1) Шабли хулатавралăхра эрехтăвакан ен; 2) Шардоне иçĕмран туни пылаксăр шурă эрех.(Шабли тăрăхра çăмăл хĕрлĕ эрехсем-те тăваççĕ- Пинă Нуар иçĕмран. Анчах ку эрехсем урăх ятсемпе пулаççĕ - Bourgogne Cote dAuxerre,Bourgogne Chitre e Bourgogne Epineuil.

Шабли классификацийĕ

Thumb
Фуршăм-Шабли Премье Крю иçĕм лаптăкĕ

Шабли эрехтăвакан ен 4 600 гектар çинче вырнаçнă. 1938-мĕш çулта Шабли Appellation Origine Controlee (АОС) парнене тивĕç пулнă. Ку лаптăк халĕ тăваттă пайран тытăнса тăрать:

  • I Chablis Grand Cru АОС = Шабли Гранд Крю (100 га)
  • II Chablis 1er (Premier) Cru АОС = Шабли Премье Крю (775 га)
  • III Chablis АОС = Шабли (1 550га)
  • IV Petit Chablis АОС = Пти (Пĕчĕк) Шабли

Чи чаплă, чи хаклă эрехсене Шабли Гранд Крюра тăваççĕ. Ку пайĕнче çичĕ иçĕм лаптăкĕ (clima):

Подробнее Иçĕм лаптăкĕ фр., чăвашла ...

Хăш-пĕр хыпарпа, саккăрмĕш иçĕм лаптăкĕ пур - La Moutonne ( Ля Мутăн ). Ку 2 гектарлă иçĕм вырăнĕ Valmur тата Les Preuses лаптăксенче вырнаçнă.

Remove ads

Шабли технологисем

Паян Шардоне иçĕм çырлине Шабли енре алăпа та, ялхуçалăх машинипе те пуçтараççĕ. Вырăнти эрехтăвакансем эрехе тĕрлĕрен ватăлтараççĕ:

  • пĕрремĕшĕ: юман пичкере ( 228 л )-pieces. La Chablisiene, P.Brochard, J.Drouhin, Raveneau виççĕ-тăваттă уйăх хушши эрехе юман пичкере тытаççĕ;
  • иккĕмĕшĕ: хурçă пичкере : J.Brocard, J.Durup, L.Michel;
  • виççĕмĕшĕ: ( La Roche, Vicoret & Fils ) малтан эрехе юман пичкене вырнаçтараççĕ. Икĕ уйăх иртсен - хурçă пичкене яраççĕ.
Remove ads

Тăпрасем

Шабли енĕнче мергель(тăмлă акшар) тата акшар сийлĕ тăпра чылайах.

Вуламалли

  • Зыбцев Ю.В. Вина Франции
  • Хью Джонсон Атлас вин мира

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads