Шельда (юханшыв)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Шельда (юханшыв)
Remove ads

Шельда, е Эско, — Франци, Бельги, Нидерланд тăрах юхакан юханшыв. Таршшĕ 430 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 35,5 пин км².

Thumb
Антверпен патĕнчи юханшыв

Çăлкуçĕ Пикардинче, Арденн сăрчĕсенче вырнаçнă. Унта вăл икĕ пая пайланать: Анăç Шельда тата Тухăç Шельда çине. Çурçĕр тинĕсе юхса кĕрет. 340 çухрăм тăршшĕпе карапсем ишме пултараççĕ.

Тĕп юпписем: Лис, Рюпел. Каналсем тăрах Маас, Сена, Сомма юханшыĕсемпе çыхăннă.

Юханшыв хĕрринче Гент, Антверпен (Бельги), Флиссинген (Нидерланд) хулисем вырнаçнă.

Thumb
Турнри Шельда урлă кĕпер
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads