А. Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ (Шупашкар)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ Чăваш Республикин Шупашкар хулинчи парк.

Таврашĕ

Парк Николаев урамĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 3,8 га.

Паркра ачасем валли спорт сооруженийĕсем, чуччу хатĕрленĕ, волейбол, баскетбол, футбол лаптăкĕсем, тĕрлĕрен аттракционсем туса лартнă. Кунта кулленех культмассăллă мероприятисем иртнĕ.

Кунта яштак хурăнсем, çăкасем ӳсеççĕ, асфальт çулсене çӳллĕ вĕренесем хупăрлаççĕ. Чечек йăранĕсемпе газонсене йывăçсен симĕс талккăшĕ çавăрса илнĕ.

Кун-çулĕ

1962 çулхи çĕртме уйăхĕн 19–мĕшĕнче ĕççыннисен депутатсен хула Совечĕн ларăвĕнче Ярославски урамĕнче Ача паркĕ уçасси çинчен йышăну кăларнă. Тепĕр ултă кунтан ăна савăнăçлă лару–тăрура уçнă.

1962 çулхи çурла уйăхĕн 13–мĕшĕнче Ача паркне чăвашсен пĕрремĕш летчик–космонавчĕн А.Г. Николаевăн ятне панă.

1997 çулта Ача паркне тĕпрен улăштарас ĕçсем пуçланнă. Реконструкци хыççăн парк сăн–сăпачĕ тĕпрен улшăнни куçа кĕретех: лартнă йывăç–курăксене, ача–пăча хулине, спорт лаптăкне çĕнетнĕ.

Remove ads

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads