Шупашкарти троллейбус
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Шупашкарти троллейбус — Шупашкар хуллинчи троллейбус системи. Шупашкарти пĕрремĕш троллейбус 1964 çулхи чӳк уйăхĕн 7-ĕнче ҫӳреме пуçланă. 2017.03.10 пуҫласа, ҫул хакӗнчен пулсан: ЕТК карттипе тӳлесен — 17 тенкӗ, транспорт хушӑмӗллӗ банк карттипе тӳлесен йе УЭК карттипе тӳлесен — 13 тенкӗ пулать.

Кун-çул
1-№ маршрута 1964 ҫулхи нуйапӑрӗн 7-ӗнче тапратнӑ. Пĕрремеш троллейбус "Чукун ҫул ваксалӗпе — Хĕрлĕ тӳрем" хушшинчи маршрутпа çӳрекеленӗ. Пĕрремĕш çулталăкра троллейбус паркӗнче ӗҫлекенсем 20 мӗлйуна яхӑн çынна турттарнă, ун чухне троллейбус пӗчӗк деповĕнче пурĕ те 50 "ЗиУ-5" маркӑллӑ троллейбус пулнă, контакт линийӗсен тăршшĕ 9 çухрăмпа танлашнă тата пӗртен-пӗр турттаракан станцӑ пулнӑ кӑна.
1966 — Калинин урамӗпе Мускав проспекчӗ тӑрӑх троллейбус ҫӳреме пуҫланни; 2-, 3-, 4-№ маршрута тапратни.
1968 — Аэропорт ҫитиччен куҫӑма яни; 7-№ маршрута тапратни.
1971 — 5-, 6-, 9-№ маршрута тапратни; Мир проспекчӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни.
1972 — Чапаев ячӗллӗ савут ҫитиччен троллейбус йӗрри хывни, 11-№ маршрута тапратни.
1973 — 1-№ депова реконсртукцилени.
1976 — «Кӑнтӑр» деповне хывни тата ӗҫе йани.
1979 — Макҫӑм Горьки пр-чӗ тӑрӑх, Гузовски урамӗ тӑрӑх, 9-мӗш пиллӗкҫулӑх пр-чӗ тӑрӑх, Гагарин урамӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни.
1981 — 8-№ маршрута тапратни.
1984 — 2-№ депова ӗҫе йани.
1985 — Октепӗр кӗперӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 14-№ маршрута тапратни.
1987 — Эгер бульварӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 15-№ маршрута тапратни.
1990 — Ленинла комсомол урамӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 5-№ маршрута Трактӑр савучӗ ҫитиччен тӑсни.
1991 — 16-, 17-№ маршрута тапратни.
1994 — 23-№ турттаракан станцӑна ӗҫе йани; 18-№ маршрута тапратни.
1997 — 19-№ маршрута тапратни; 21-№ турттаракан станцӑна ӗҫе йани.
1998 — Энтуҫиастсен урамӗнчи транспорт уйӑрттаркӑчне тапратни.
1999 — 20-№ маршрута тапратни.
2006 — Преҫидент бульварӗ тӑрӑх троллейбус йӗррине ӗҫе йани; 21-№ маршрута тапратни.
2009 — 21-№ маршрута Медицинӑ центӑрӗ ҫитиччен тӑсни.
2015 — 20-№ маршрута Маштехникум ҫитиччен тӑсни; 12-№ маршрута хупни; 1-№ маршрута "Университет" чарӑну ҫитиччен тӑсни.
2017 — 22-№ маршрута, "Энтуҫиастсен урамӗ — Университет", тапратни. 7-№ маршрута, "Агрегат савучӗ — Университет урамӗ", хупни; 9-№ маршрутӑн схемине улӑштарни тата маршрутне Хӗрлӗ тӳрем ҫитиччен тӑсни; 21-№ маршрутӑн схемине улӑштарни.
Паян хулара 19 троллейбус йӗрри пур. Кайранхи 22-№ йӗррине 2017 ҫулта хывнӑ.
Remove ads
Маршрутсем
Remove ads
Турттаракан парк
- ЗИУ-682
- АКСМ-101А
- АКСМ-101М
- АКСМ-101ПС
- БТЗ-5276-04
- БТЗ-52761Р
- БТЗ-52768Р — 2014 деккапӑр пуҫласа.
- МТРЗ-6223
- ВЗТМ-5284
Пӗлме кӑсӑклӑ
- Шупашкарта 10- тата 13-№ маршрут ҫук. 10-№ маршрут Чукун ҫул ваксалӗпе Промтрактӑр савутӑн тухӑҫ йенчи алӑкне ҫыхӑнтарнӑ, Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи ҫурт-йӗр иртсе ҫӳренӗ. Троллейбус ертӳлӗхӗ ҫак маршрута савут халӑхӗ ыйтнипе тапратнӑ. Троллейбус ҫак маршрутпа каплану вӑхӑтӗнче ҫӳренӗ — ирхине 5-рен пуҫласа 9-ччен, тата кӑнтӑрла 2-рен пуҫласа каҫхине 7-ҫурӑччен. Анчах та тупăшсăрлӑха пула маршрута хупнӑ. 13-№ маршрута 1984.01.03 тапратнӑ, анчах ӑна пӗр хӗл каҫсах хупнӑ, мӗншӗн тесен ку маршрут 7-№ маршрутпа пӗр пек пулнӑ.
- Маршрутсенчен чи вӑрӑмми вӑл 1-№ маршрут, унӑн пӗр рейсӑн вӑрӑмӑшӗ 44 км; 2015 ҫулхи деккапӑрччен чи кӗски маршрут 20-№ маршрут пулнӑ, 2015.12.19 ӑна "Маштехникум" вӗҫӗнчи чарӑну ҫитиччен тӑснӑ.
- 2015.12.19 12-№ маршрута хупнӑ, ун вырӑнне 1-№ маршрута "Университет" вӗҫӗнчи чарӑну ҫитиччен тӑснӑ.
Remove ads
Пуласлӑх
Троллейбус йӗррине хывасси:[1]
- 2016 ҫулта Ҫӗнӗ Хулана троллейбус йӗрри хывма пуҫланӑ.[2]
Асӑрхавсем
Çав. пекех
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads