Шурлăх

From Wikipedia, the free encyclopedia

Шурлăх
Remove ads

Шурлăх — ытлашши нӳрĕк-йĕпеллĕ, юхса иртекен шывлă çийĕнчи пĕрмай шывсăр типçĕр пайĕ.

Thumb
Шурлăх.Çурçĕр Рассей

Шурлăхăн çийĕнче пĕтĕмпех çĕрсе кайман органикăллă япаласенчен торф пулса çитет.

Шурлăх торфĕн хулăнăшĕ 30 см сахал мар, унтан сахал пулсан — шурлăхланнă çĕр теççĕ.

Шурлăхсем ытларах Çурçĕр çурчăмăрĕнче, вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр çĕрĕсенче, Анăç Çĕпĕрте, Камчаткăра чылай.

Шурлăхăн çутçанталăкне тĕпчеме М. В. Ломоносов тытăннă, çак ĕçре совет ботаникĕ В. С. Доктуровский чылай вăй хунă, вăлах шурлăх тĕпчевĕ ăслăлăх уйрăмне аталантарса янă.

Шурлăхăн çын пырса кĕме хăруш пайне путхах теççĕ (В. Г. Егоров сăмахсарне пăхăр).

Remove ads

Шурлăхсем пулса кайни

Thumb
Шурлăхланнă кӳлĕ

Шурлăх икĕ тĕп мелпе пулса тăрать: тăпра шурлăхланнипе е шыв калăпăшне ӳсен-тăран ярса илнипе. Шурлăх пулса каймаллин пĕрмайлă кирлĕ майĕ — пĕрмай ытлашши нӳрĕклĕх.

Шурлăх ӳсентăранĕ

Шурлăх — ботаника ăнланăвĕ çеç мар, географипе ландшафт ăнланăвĕ те пулать. Шурлăхра уйрăм тĕслĕ ӳсен-тăран çитĕнет, вĕсене геоботаника ăслăлăхĕ сăнаса тĕпчет.

Шурлăхсен паллăлăхĕ

Юханшыв пулса кайнă чух шурлăхсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Шурлăхсем парник эффектне чарса тăраççĕ. Вĕсем, вăрмансем пекех, «планетăн ӳпкисем» пулаççĕ.

Шурлăх тĕсĕсем

  • Айлăм — айлăмсенче йĕркеленет, тĕл пулакан ӳсен-тăран — çирĕк, хурăн, хăях (шурлăх курăкĕ), хăмăш, рогоз.
  • Куçăм — хурăн, хыр, хăях, сфагновые мăк ӳсет.
  • Тури — шыв лаптăкĕсен пайланăвĕсенче вырнаçнă, шывĕ хаяр йӳçĕ, ӳсен-тăран — çемçе чăрăш, багульник, кассандра, шур çырли, пушица, шейхцери. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать:
    • Вăрман — лутра хыр, вереск тĕмĕсем, сфагнум.
    • Йăран-мочежинные ? — вăрманти пек ӳсен-тăран, анчах та торф тылла пуççи (тĕмеске) çеç тĕл пулать, йывăç пачах ӳсмест.
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads