Шурту

From Wikipedia, the free encyclopedia

Шуртуmap
Remove ads

Шурту - Саратов облаçĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Чи çывăхри чăваш ялĕ — Ĕшнеуй. Вăл кунтан икĕ çухрăмра çеç.

Краткие факты
Remove ads

Географи

Шурту- самаях пысăк ял, вăл çӳллĕ сăртăн кăнтăр енчи хӳттинче, пысăк мар юханшывăн икĕ çыранĕнче сарăлса ларать. Вăл пысăк, ытти чăваш ялĕсенчен питĕ татăлса, вырăссем хушшинче ӳссе ларнă ял. Ку таврара татах та чăваш ялĕсем пур: Ăвăс, ăна урăхла Аптул теççĕ. Ку ялта пурĕ 68 кил. Вăл Яковлевка текен ялсоветне кĕрет. Касанла ятлă пысăк чăваш ялĕ пур. Унта пилĕкçĕр ытла кил. Шуртупа юнашарах тепĕр пысăк чăваш ялĕ- Ĕшнеуй.

Remove ads

Истори

Шуртусем ĕлĕкрен-авалтан Илем шывĕ хĕрринчи ялсемпе çыхăну тытнă. Ку тăрăхри чăвашсемпе пĕрле Шуртусем те питĕ йышлăн куçса кайнă. Çак тăрăхри чăвашсем çинчен Д. А. Архипов "Константинопольри чăвашсем" ятлă историллĕ повеçре çырса кăтартнă. XIX ĕмĕрте чăвашсем епле тата мĕншĕн Турцие куçса кайнине И. И. Одюков профессор хăйĕн 1965 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă "Чувашские народные песни социального протеста и революционной борьбы" кĕнекинче питĕ лайăх ăнлантарса панă:

« "Усиление крепостного гнета, жестокая эксплуатация колониальных народов Среднего Поволжья и Сибири, отторжение монастырями и церквями земель, насильственное крещение, сопровождаемое национального достоинства, насильственное переселение в русские деревни, аресты, ссылки отказавшихся от крещения на каторгу, насильственное крещение под угрозой оружия, поборы со стороны служителей культа, запрещение старинных обрядов, обычаев, веры, уничтожение старых культовых мест и т.д. вывало со стороны чувашей острый протест против политики царизма. В условиях насильственной русификации и христианизации переселение из центральных районов в Сибирь и другие места, переход в магометянство, переселение за границу, в частности в Турцию, имело значение социального протеста". »
Remove ads

Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсем

Ласса Хĕлипĕн "Шурăту ялĕсем" сăвви (1907)[3]

Пирĕн ял шур ту айĕнче
Ту сулхăнĕ ăшĕнче,
Шурăту халăхĕ вĕренмен,
Вĕрентекене итлемен,
Пурăна киле куртăмăр,
Ăнлă çынсем пултăмăр,
Пирĕн ăнлă пуласси —
Чăвашла çыру вуласси.
"Хусан чăваш хулинче,
Вĕреннĕ çынсем хушшинче,
Чăвашла хаçет кăларчĕç,
Тĕттĕме хăваласа ячĕç;
Чăвашла хаçет янăшăн,
Пире çутта кăларнăшăн
Мĕн каласа тав тăвар?
Епле майпа пулăшар?
Пулашу кирле пулсассăн,
Пире çыру ярсассăн
Пулашма хатĕр тăрăпăр,
Ыйтнине тума тăрăшăпăр.
Ялпа пĕрле пухăнса
Чăвашла хаçет вуласа,
Ялăмăр хуйхи пĕтрĕ,
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ,
Хура чăваш та сисрĕ.
1907
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads