Ы

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Ы, — кириллица çинче никĕсленекен алфавитăн, чăваш алфавитĕнчи вăтăр виççĕмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «ы». Чăваш çырулăхне вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Малтанхи хут 1737—1938 çулсенче хатĕрленĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне И.Я.Яковлев 1871 çулта кĕртнĕ.

Ыы саспалли чăваш сăмахĕсен пуçламăшĕнче тата варринче тĕл пулать: ыран, ыхра, пысăк, çыру. Сăмах вĕçĕнче тĕл пулмасть. Вырăс сăмахĕсенче варринче тата вĕçĕнче çеç тĕл пулать, малта пулмасть.

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads