Эктел Василий Петрович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Эктел Василий Петрович (паспортпа: Сидоров, 1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕ, Лаш Таяпа ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР — 17.8.2005, Шупашкар) — чăваш çыравçи, сăвăçи.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕсченĕ (1999), «Тăван Атăл» журнал премин лауреачĕ.
Remove ads
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă
И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн илемлĕхпе ӳкерçĕ факультетĕнче, Мускаври М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ пухнă. Чылай вăхăт Узбекистанра ачасене вĕрентнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Елчĕк район архитекторĕ, унтан Чăваш телестудийĕн корреспонденчĕ, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлĕх редакторĕ пулнă. Чăваш çыравçисен «Калем» фондне тата издательствине ертсе пынă.
2005 çулта, çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче чиртен сывалаймасăр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
Remove ads
Ӗçĕсем
Василий Эктел тĕрлĕ енлĕ, вăл нумай жанрсенче палăрнă: хĕрӳллĕ публицист, литература тата ӳнер тĕпчевçи, проза ăсти, сăвăç.
Паллă кĕнекисем:
- «Тĕлĕнтермĕшсем» (1982);
- «Иртнĕ кун çути» (1984);
- «Çĕре тăнлатăп» (1990)
- «Чи хитри» (1991);
- «Шавкăн» (1994);
- «Лили» (1996);
- «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши» (1998);
- «Сăвăр çырми» (1999);
- «Пархатар» (2000);
- «Тăван шкултан инçе çула» (2000);
- «Пĕчĕк тĕнче те аслă» (2002);
- «Грачиный город» (Курак хули, вырăсла, 2000).
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads