Эльзас эрехĕсем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Эльзас эрехĕсем
Remove ads

Эльзас эрехĕсем - Францири Эльзас енре тунă эрехсем. Эльзас (фр. Alsace) - Францин чи çурçĕр енчи эрехтăвакан енĕ. Рейн юханшывăн сулахай çыранĕнче, çурçĕртен кăнтăралла 113 çухрăма тăсăлнă. Паянхи кунсенче 15 600 гектарта 4 600 ытла хуçалăх иçĕм ӳстерет. Ытларах Эльзасра шурă эрехсене тăваççĕ (90 %).Вăтам кăтару - яхăн 150 миллион эрех кĕленчесем (0,75л) çулта тăваççĕ.

Thumb
Эльзас эрех кĕленчисем
Remove ads

Кун-çулĕ

900-мĕш çулхи документра "Эльзас енче 160 ытла лаптăкĕсемче иçĕм ӳстереççĕ" тенĕ. XVI ĕмĕрте Эльзасри эрехсем Европара чи паха шута кĕнĕ.Эльзасра эрех хисеплĕхĕпе иккĕмĕш вырăнта пулнă (Бордо ен хыççăн). 1618-1648 "Вăтăр çулли вăрçă"-нумай иçĕм лаптăкĕсене çĕмĕрсе хунă. 1868 çулта филлоксера килсе питĕ пысăк иçĕм лаптăкĕ пăсса хучĕ.Çавăнпа 1950 çулта Эльзас енре яхăн 9 500 гектарсемче кăна иçĕм хули ӳстернĕ. 1972 çулта Schlossberg -иçĕм лаптăкĕ gĕhhtvĕi Гранд Крю палли илет.

Remove ads

Эльзас эрехĕсен классификацийĕ

Эльзасри эрехсем виççĕ апелласьонпа тухаççĕ:

  • 1962 çултан: AOC Alsace e Vin d'Alsace ( 1962 çултанпа ) - 74 % тăваççĕ ;
  • 1976 çултан: AOC Alsace Cremant - шампань меслечĕпе тунă чашкă эрехсем (22%).Пинă Блан,Пинă Гри,Пинă Нуар,Оксерруа,Рислинг тата Шардоне сорчĕсем усă курма юрать;
  • 1975 çултан: AOC Alsace Grand Cru - чи лайăххи эрехсем (4%).1983 çулта яхăн 35 иçĕм лаптăксем Grand Cru статусĕ илнĕ.2011 çулта 51 Grand Cru.
Подробнее Grand Cru ячĕ, иçĕм сорчĕсем ...
Remove ads

Иçĕм çырла сорчĕсем

Эльзас енре иçĕм тухăçлăхĕ: 55 гл/га (Гранд Крю)-80 гл/га (Креман д'Эльзас).

Эрех уявсем

  • Çурла:
    • Гевюрцтраминер уявĕ (Бергем хулинче)
    • Эрех ярмăркки (Кольмар хулинче)
  • Юпа:
    • Иçĕм çырла пуçтарни уявĕ (Бар тата Оберн хуласенче)
    • Çамрăк эрех уявĕ (Эгисем хулинче)

Ăнаçуллă çулсем

Эльзас енре иçĕм çырли пиçме аван çанталăклă çулсем : 1967,1970,1971,1979,1981,1982,1985,1988,1993,1994.

Паллă эрехтăвакансем

6 пин ытла эрехтăвакансенчен чи пысăк, чи паллă эрехтăвакансем: Domaine Bott-Geyl, Seppi Landman, Domaine Weinbach, Domaine Schoffit, Rene Mure, Domaines Schlumberger, Maison-Trimbach, Eari Albert Boxler, Valentin-Zusslin т.ыт. Паха эльзасри эрехтăвакансем "Сэнт-Этьен Пĕрлешӳ" ( ним. Die Bruderschaft Saint-Etienne,фр. Confrerie Saint-Etienne ) никĕсленĕ.Пĕрлешӳ чаплă эрехсене "Sigille de Qualite" палли парать.

Remove ads

Суту-илӳ йĕрки

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads