Эскимос-алеут чĕлхисем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Эскимос-алеут чĕлхисем
Remove ads

Эскимос-алеут чĕлхисем (эскалеут) — Гренланди, Канадăн Арктикин территоринче, Аляскăн пĕтĕм çĕрĕнче, Чукоткăн çурçĕр-тухăç тата кăнтăр-тухăç çыран хĕрринче, юнашар утравсенче тата алеут йăранĕнче пурăнан тăван халăхсен чĕлхисемпе диалекчĕсен пĕрлĕ пухăмĕ.

Thumb
Эскимос-алеут чĕлхисен Çурçĕр Америкăри ареалĕ
Подробнее Эскимос-алеут, Классификаци ...

Эскимос-алеут чĕлхисемпе калаçакансен йышне палăртма йывăр. Çак этноссем шутне кĕрекен мĕнпур халăх — 100 пин çын, анчах та хастар усă кураканнисем татах сахал: нумайăшĕ ази, аляска тата канада эскимосĕсем, çаплах алеутсем вырăс е акăлчан чĕлхине куçнă.

Remove ads

Классификаци

(калаçакансен йышĕ хаклавлă)

Алеут турачĕ

  • алеут чĕлхи — ≈ 150 çын (Раççей, АПШ)
  • меднов-алеут чĕлхи (алеут-вырăс пиджинĕ) — 5 çын (Раççей)

Эскимос турачĕ

  • юпик ушкăнĕ
    • аляска кĕçĕн ушкăн:
      • алютик чĕлхи — 400 çын. (АПШ)
      • вăта-юпик чĕлхи — 10 пин çын (АПШ)
    • çепĕр кĕçĕн ушкăнĕ (юит чĕлхи):
      • наукан чĕлхи — 100 çын (Раççей)
      • чаплин чĕлхи — 1600 çын (Раççей, АПШ)
  • сиреник чĕлхи (çухалнă)
  • инуит ушкăнĕ
    • аляска-инуит чĕлхи (инюпиак) — 3500 çын (АПШ)
      • Çурçĕр Аляскăри инуит чĕлхи
      • Çурçĕр-Анăç Аляскăри инуит чĕлхи
    • гренланд чĕлхи — 47 пин çын (Гренланди)
    • инуктитут — 30 пин çын (Канада: Нунавут, Лабрадор)
      • анăç-канада инуит чĕлхи (Канада: СЗТ)
      • тухăç-канада инуит чĕлхи
Remove ads

Каçăсем

Асăрхавсем

Вуламалли

Çавăн пекех

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads