Сементер Юрий Семёнович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).
Remove ads
Пурнăçĕ
Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).
1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.
Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.
Харпăр пурнăçа илес пулсан, унăн Людмила Юрьевна хĕрĕ пулни паллă, вăл Шупашкар хулин В. Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекинче ĕçлет; поэтăн кĕрÿшĕ Владимир Калистратович — телемастер. Мăнукĕ, Баклушин Константин Владимирович, 2001-мĕш çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çуралнăскер, контрактпа çар хĕсметĕнче тăнă, 2022-мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче, Украинӑна Раҫҫей тапӑнса кӗни (Раҫҫей пропагандинче "Ятарлă çар операцийĕ") пынă май, Киев облаçĕнче паттăррăн пуç хунă[1].
Remove ads
Пултару ĕçĕсем
Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.
- Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X
Чыславсемпе парнесем
- Çеçпĕл Мишши парни (1983),
- Нестер Янкас парни (1996),
- Фатых Карим парни (2002).
Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.
Вуламалли
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads