Яковлев Евстафий Григорьевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Яковлев Евстафий Григорьевич (1914-1945)—аслă лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Тутарстанăн Сходнево-Чертанла ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Remove ads
Кун-çулĕ
301-мĕш стрелоксен дивизин 1054--мĕш стрелоксен полкĕн рота командирĕ Яковлев аслă лейтенант 1945-мĕш çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Германинчи Зелов хули патĕнчи Вербиг станци (халь «Нойлангзов») патĕнчи çапăсенче ротине ăста ертсе пынă. Батоальон командирĕ Перепелицин майор ăна танксене çапăçăва кĕме паман фауспатронпа хĕçпăшалланă гитлеровецсене пĕтерме хушнă. Яковлеав хастаррăн салтаксене хăй хыççăн илсе кайнă. Тăшмана флангран пырса офицер ротăна атакăна çĕклет. Нимĕçсен ушкăшнне гранатăсемпе ывăтса тата автоматсемпе винтовкăсенчен персе Яковлев роти тăшманăн 30 яхăн фаустника пĕтерет, вĕсенчен 4 Яковлев лейтенант аллинчен.
Çак çапăçура Яковлев лейтенанта вилмеллех амантаççĕ. 1945 çулхи акăн 16-мĕшĕнче Германи Нойлангзов хулинче вилнĕ.
Танксем малалла каяççĕ, вĕсем хыççăн пехота. 301-мĕш стрелоксен дивизин 2-мĕш эшелонĕ çапăçăва кĕрет.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 31.05.1945 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Remove ads
Чысĕсем
- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Лениногроск хулинче ун ятне пĕр урама панă. Тăван ялĕнче палăк пур.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads