Нестер Янкас

From Wikipedia, the free encyclopedia

Нестер Янкас
Remove ads

Нестер Кириллович Янкас — чăваш прозăçи, сăвăçи[1][2]

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

Remove ads

Кун-çулĕ

Нестер Кириллович 1909 çулта пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче (кивӗ стильпе нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче) Етĕрне уесне кĕрекен Янкас ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.

Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи фабрикăпа-завод шкулĕнчен (ФЗО) вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă.

1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ.

1928 çултан пичете тухнă. 30-мĕш çулсен вĕçĕнче Нестер Янкаса репрессиленĕ. Сăвăçăн кун-çулĕ Анат Тагил хулин сивĕ тĕрминче 1942-мĕш çулхи авăн 5-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă.

Remove ads

Ӳнер пултарулăхĕ

Н. Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастар кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ăна 1934 çулта СССР Çы равçисен Пĕрлешĕвне хутшăннă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрсем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).

Кĕнекесем

  • "Сăвăсем", 1930 ç.
  • "Викторпа шăнкăрч", 1931 ç.
  • "Ирхи йĕрсем", 1931 ç.
  • "Кĕркунне", 1935 ç.
  • "Çул çинче", 1938 ç.
  • "Чăваш поэзийĕн анталогийĕ", 1939 ç.
  • "Ӗç кĕввисем", 1940 ç.
  • "Парне", 1940 ç.
  • "Михаç", 1940 ç.
  • "Иккĕмĕш парне", 1941 ç.
  • "Катя", 1958 ç.
  • "Лирика", 1961 ç.
  • "Телейлĕ çул", 1985 ç.
  • "Улăх кĕвви", 1991 ç.
  • "Халал", 1999 ç.
Remove ads

Куçарусем

  • А.С.Пушкин "Чаадаева"
  • А.С.Пушкин "Ял"
  • А.С.Пушкин "Тĕрме çынни"
  • А.С.Пушкин "Хĕллехи каç"
  • А.С.Пушкин "Хĕллехи ир"
  • А.С.Пушкин "Хĕллехи çул"
  • А.С.Пушкин "Палăк"
  • А.С.Пушкин "Кайăк"
  • А.С.Пушкин "Шăпчăкпа куккук" (пурĕ 18 сăвă).
  • А.С.Пушкин "Хыт кукар рыцарь" трагеди
  • М.Ю.Лермонтов "Тамань"

Асăрхавсем

Вуламалли

Çавăн пекех

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads