Ярды Валерий Николаевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ярды Валерий Николаевич (18.1.1948, Пĕренеш ялĕ, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш АССР — 1.8.1994, Шупашкар, Чăваш республики, РФ) — ССРП тава тивĕçлĕ спорт ăсти (велоспорт, 1970). XIX çуллахи олимп вăйисенче кĕрешнĕ (1968), XX çуллахи олимп вăйисен (1972) чемпионĕ. Çаплах 1970 çулта командăпа шоссе çинче 100 çухрăма çити ярăнса ăмăртса чемпион ятне çĕнтерсе илнĕ. 1969 - 1972 çулсенче ССРП велоспорчĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ.
Remove ads
Биографи
Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче 1948 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă.
Велосипед спортне Çĕмĕрле хулинчи велосекцинче илĕртĕннĕ. 1973 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.
1994 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Чыслани
- «Хисеп палли» орденĕ.
Каçăсем
- Валерий Ярды cap.ru сайтĕнчи сăн ӳкерчĕклĕ материал.
- Спорт в Чувашии2009 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ярды Валерий Николаевич (1948—1994)2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads