Ӳсентăран

From Wikipedia, the free encyclopedia

Ӳсентăран
Remove ads

Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, пур шыв курăкĕсем е вӗсен хӑшпӗр тӗсӗсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ. Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.

Thumb
Ӳсентăрансем
Thumb
Ӳсентăран, йывăç-курăк
Remove ads

Паллисем

Ӳсентăран тесе мĕнле организмсене каласси татăклă мар. Малтанласа кăна çăмăл пек туйăнать ку ĕç. Ку ыйту çине чи малтан авалхи грек философĕ Аристотель татса пама пăхнă. Вăл ӳсентăрансене чĕррипе чĕрĕ маррисем хушшине вырнаçтарнă, вĕсене вăл чĕрĕ, анчах куçса çӳреймен организмсем тесе йышăннă. Кайрантарах, бактерисемпе архейсене уçнă хыççăн, Аристотель ăнлантарни кивелсе кайнă. ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çур пайĕнче кăмпасемпе хăш-пĕр шыв курăкĕсене уйрăм пая кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ытти ӳсентăрансен пек тымар тата апат кĕпçин тытăмĕ çукки палăрнă. Хальхи вăхăтра клетки целлюлозӑран тӑракан, фотосинтезпа усă курса тутлăх илекен организмсене ӳсентăрансем теме йышăннă. Бактерисене, хăш-пĕр шыв курăкĕсене тата кăмпасене ӳсентăрансем шутне кĕртесшĕн мар, ботаникăн урăх ушкăнĕсене куçарасшăн.

Remove ads

Тĕрлĕлĕх

Ӳсентăрансен тытăмĕ

Ӳсентăрансен пурнăçĕ

Ӗрчевĕ

Пулса кайни

Тĕнчери вырăнĕ

Ӳсентăрансен ушкăнĕсем

Ӳсентăрансене йышсем çине пайлаççĕ. Пирĕн тăрăхра 98 йышри ӳсентăран ĕрчет.

Классификаци системисем аталанни

Подробнее Геккель (1894) Виçĕ патшалăх, Уиттекер (1969) Пилĕк патшалăх ...
Remove ads

Ӳсентăран тĕсĕсем

Подробнее Пайсем, Чăвашла ...

Вуласа пĕлмелли

Album

Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads