Авалхи Греци
From Wikipedia, the free encyclopedia
Авалхи Греци, Эллада — грексен Европăн кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă авалхи цивилизацийĕ, чи пысăк аталанăвĕ пирĕн эрăчченхи V-IV ĕмĕрсене килет — ку тапхăра историре Классикăллă Греци тенĕ. Авалхи Греци культури хальхи этем цивилизацин çăлкуçĕ пулса тăнă.
Балкан çурутравĕн варринче, Эгей тинĕсĕнчи утравсенче тата Пĕчĕк Азин хĕвеланăç çыранĕнче вырнаçнăсер, Авалхи Греци колонизацине пула вăл кăнтăр Италине, Сицилия утравĕпе Хура тинĕс таври çĕрĕсенче сарăлнă. Авалхи Грецин кун-çулне вăхăтпа пирĕн эрăчченхи III пинçуллăхран пирĕн эрăчченхи I ĕмĕрччен тытса шутлаççĕ. Вăл вăхăтра эллин патшалăхĕсем харпăрлĕхне çухатса Авалхи Рим патшалăхне кĕнĕ. Грексем хăйсене халĕ те çĕршывне Эллада тесе чĕнеççĕ, хăйсене вара эллинсем теççĕ. «Греци» тесе ятне рим çыннисем панă.