Ирӗклӗх статуйи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ирӗклӗх статуйи (англ. Statue of Liberty, тулли ячӗ — «Тӗнчене ҫутатакан Ирӗклӗх», англ. Liberty Enlightening the World) — Наполеон III е Иккӗмӗш импери стилӗнчи питӗ мӑнӑ скульптура, Америкара, Ирӗклӗх утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Франци Американа парнеленӗ, 1876 ҫулхи Тӗнче куравӗ тӗлне (куравра статуян факелне ҫех кӑтартнӑ) тата Америка ирӗклӗхӗн ҫӗр ҫулне валли Американа Франци парни. Тӗппипех вӗҫленӗ статуяна АПШ 1886 ҫулта тин илнӗ.