Йеллоустон наци паркĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йе́ллоустон наци паркĕ[1][2][3][4], Йе́ллоустон (акăл. Yellowstone National Park) — тĕнчери биосферăри усрав, ЮНЕСКО Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕхĕн объекчĕ, тĕнчери пĕрремĕш наци паркĕ (1872 çулхи пушăн 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ). АПШ шутĕнчи Вайоминг, Монтана тата Айдахо штачĕсен территоринче вырнаçнă. Парк çĕрĕнче питĕ нумай гейзер тата урăх геотермăллă объектсем, пуян çутçанталăк, чуна илĕртекен ландшафтсем йĕри-тавра. Парк лаптăкĕ — 898,3 пин га (8983 км²).