Квантла механика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Квантла механика е Квант механики (мĕнле математикăлла формализм тĕпре пулнине кура, хумла механика текен тата матрицăлла механика текен варианчĕсем пур) — теориллĕ физикăн куçăмăн квантла йĕркисене тĕпчесе кăтартакан уйрăмĕ.
Квантла механикăн никĕсĕнче тăраканнисем — Шрёдингер, фон Нейман, Линдблад, Гейзенберг тата Паули танлăхĕсем; математикă аппарачĕ — матрицăсен теорийĕ, ушкăнсен теорийĕ, операторсен теорийĕ, пулмапултараслăх теорийĕ.