From Wikipedia, the free encyclopedia
Курт чĕлхи (كوردی, Kurdî) — индоевропа челхисен çемйин иран чĕлхисен анăç иран ушкăн айĕнчи чĕлхе. Курт халăхĕн чĕлхи, официаллă мар Куртистанра сарăлнă.
Чĕлхе темиçе пайа уйрăлса саланчĕ (йăлаллă диалект теççĕ): курманджи (çурçĕр курт), сорани (тĕп курт), зазаки, горани (гурани), лаки. Фонетикăри тата тымарĕн тытăмĕ енчен уйрăмлăхĕсем нумаях мар, çапах морфологийĕпе урăхла пулаççĕ, çавăнпа та чĕлхен тĕрлĕ диалекчĕсемпе пуплекен халăхсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ.
Халĕ «курт чĕлхин» виçĕ диалекчĕне (чĕлхене) палăртаççĕ:
Ытти диалекчĕсем — (зазаки е кырманчки (курманджи мар!), горани тата ыттисем), калаçакан çыннисем хăйсене куртсем тесен те, лингвистика енчен чĕлхисем хăй тĕллĕ шутланаççĕ. Тепĕр енчен, езидсем тĕнпе куртсемпе пĕр тĕслĕ пулмасан та, çапах езид чĕлхи — курманджи диалекчĕ.
Курт чĕлхи миди чĕлхинчен пулса тухнă. Вăтам ĕмĕрсенче перси тата арап чĕлхисен сĕмне лекет. Çаплах чĕлхере турккă сăмахĕсем те пур.
Тĕп статьйи — Курт çырулăхĕ
Синтаксис енĕпе курт чĕлхи эргативлă йĕркеллĕ шутланать.
Хăйсен ĕмĕрĕнче куртсем арап алфавичĕпе усă курнă. 1920—1930-мĕш çулсенче Турципе СССР-та латтинлатнă курт алфавичĕсене туса хунă. 1946 çулта совет курчесен алфавитне кириллицăна куçарнă.Иракпа Иранра халиччен те курт халăхĕ арап çыруллăхĕпе усă курать.
Халĕ Турцире курт чĕлхипе калаçнăшăн ытлах юратмаççĕ, курт латиницине кансĕрлеççĕ, куртсене хăйсен ячĕсене курт латиниципе çырма чараççĕ.
Юлашки вăхăтра совет курчĕсем пуре те тенĕ пекех латиница çине куçрĕç. Çак ыйтăвах пĕрмаях Ирак Куртистанĕнче çĕклеççĕ, çапах та пурнăçра çак ĕç пĕр вырăнтах тăрать. Сирире вара куртсем латин алфавичĕпе анлăнах усă кураççĕ.
Вокалисăм çак фонемăсемпе палăртăнать:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.