From Wikipedia, the free encyclopedia
Ласко çĕр хăвăлĕ çĕр хăвăлĕ е Ляско (фр. Grotte de Lascaux) Францири Çÿллĕ Палеолитăн юлашки тапхăрĕн чул çинчи ÿкерчĕкĕсен шучĕпе те, вĕсем лайăх упранса юлнипе те чи пĕлтерĕшлĕ палăкĕсенчен пĕри.
Хăшпĕр чух Ласкона «Чи авалхи ÿнерĕн Сикстин капеллы» теççĕ. Унти ÿнерпе чĕрсе хайланă ÿкерчĕксене хăççан пурнăçланине пĕлме йывăр: вĕсене пирĕн эраччен пин çуллăхсем патне пулма пултараççĕ тесе шутлаççĕ. Нумай вăхăт хушши тунă, вĕсене авалхи Мадлен культурине тивет тесе шутланă, анчах çĕнĕ тĕпчевсем вĕсем ытларах ирхи солютрей культурипе çывăххи пек палăртса кăтартрĕç.
1940 çулта çĕр хăвăлне авăн, 12 тăватă ача ăнсăртран тупнă. Пĕрисем каланă тăрăх вĕсем çухалнă йытăна шыранă, теприсем калашле — çĕр айĕнчи çул е пытарнă мул шыранă. Вĕсем çиçĕм çапнипе ÿкнĕ хыр çумĕнче хĕсĕк шăтăк курнă. Марсель Равида, Жак Марсаль, Жорж Аньель тата Симон Коенка хăйсен тупмăшĕ çинчен шкул вĕрентекенне, Леон Лавале каласа панă.
Ласко çĕр-хăвăлĕ пит пысăках мар: хăвăллăхсен тăршшĕ 250 м, вăтам çÿллĕшĕ 30 м. Çĕр хăвăлĕн ÿкерчĕклĕ пайĕ тĕппипе илсен, çÿлти енче вырнаçнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.