Нумайхысаклăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нумайхысаклăх, эпир хăнăхнă уçлăхра — виçĕ виçеллĕ нумайхысаклăх (кун пирки, чĕмсĕрлех йĕркипе, каламасăр та хăварма пулать) — никĕслевсене тивĕçтерекен виçĕ виçеллĕ евклид уçлăхĕнчи вĕçсĕр мар шутлă лаптак нумай кĕтеслĕхсен пĕрлешĕвĕ (анчах кунашкал çийпе чикĕленекен ĕскере хăйне те çак терминпа палăртма пулать).
- Кирек епле нумайкĕтеслĕхĕн кашни аякĕ çав хушăрах урăх («çумĕнчи») нумайкĕтеслĕхĕн аякĕ пулать;
- Нумайхысаклăхăн кирек епле нумайкĕтеслĕхĕнчен, ыттисем урлă каçса, кирек епле нумай кĕтеслĕхе çитме пулать.
Çак нумайкĕтеслĕхсене хысаксем, вĕсен енĕсене — нумайхысаклăхăн аякĕсем, тăррисене — тăрăсем тесе палăртаççĕ. Нумайхысаклăхсенчен чи ансаттисем — мăкăрăлчăк нумай хысаклăхсем (евклид уçлăхĕн вĕçсĕр мар çавнашкал аййышĕн чикки, хăшĕ (аййыш) унăн вĕçсĕр мар çурма уçлăхсен хĕресленĕвĕ пулса тăрать).
Нумайхысаклăхăн виçĕ хапаллă уçлăхри ăнланăвне пĕтĕмлетсе, n-виçеллĕ нумайхысаклăх тени патне пырса тухаççĕ.