From Wikipedia, the free encyclopedia
Федераци пухăнăвĕ - иккĕ пайĕсеме пайланă : çӳулти пайĕ - Федераци Канашĕ (выр. Совет Федерации), аялти пайĕ - Патшалăх Думи (выр. Государственная Дума).
Федераци пухăнăвĕ икĕ палатăран — Патшалăх думи тата Федераци канашĕ — тытăнса тăрать.
Палатăсен йышĕ, вĕсен принципĕсем тата пуçтарăнăвĕ, тĕрлĕрен. Патшалăх думинче 450 депутат, вĕсене хутăш суйлав системи йĕркипе тӳррĕн суйлавсенче суйлаççĕ. Федераци канашне РФ кашни субъектĕнче икĕ элчĕ кĕрет: пĕри — влаçăн элчĕлĕх органĕнчен, тепри — влаçăн ĕçтăвакан органĕнчен. Раççей Федерацинче 89 субъект (çав шутра 6 тавлашуллă — ДХР, ЛХР, Крым Республики, Севастополь хула, Херсон тата Запорожье облаçĕсем), Федераци канашĕн 178 пайташĕ. Çаплах Федераци канашне РФ Президенчĕ сеннипе Раççей Федерацин элчисем кĕреççĕ, вĕсен шучĕ 30 çынран ытла мар, вĕсенчен çиччерен ытла мар пурнăç тăршшипех сенатор пулаççĕ. Çаплах Федераци канашĕнчи вырăна пурнăç тăршшипех РФ президенчĕ пулнă çынсем йышăнма пултараççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.