Сюрреализм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сюрреализм (фр. surréalisme) — 1920-çулсенче Францире никĕсленнĕ илемлĕ ÿнер юхăмĕ. Аллюзипе тата калăпăшсен тĕлĕнмелле çыхăнăвĕсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать.
Сюрреализмăн ирхи пулăмĕ — Босх, унăн пултарулăхĕнче куравçă пĕрремĕш хут улăштарнă пурнăç сăнарне курать — систермесĕр, анчах та тĕппипех калăпăшне ватса аркатнăскерне, ăна çывăрман çĕртрен тĕлленнĕ япала теме пулнă.
Вунтăххăрмĕш ĕмĕрте - ÿнерçĕ символиста Редона сюрреалист тесе шутлама юрать. ХХ ĕмĕрте сюрреализмăн шухăшлавçи çыравçă тата сăвăçă Андре Бретон шутланать. 1918 çулта Гийом Аполлинер хăйĕн пĕр пьеси ячĕ айне «сюрреалистлă драма» тесе палăртнă.
Сăрă ÿнерĕн сюрреализмăн чи аслă пайташĕсем — Сальвадор Дали, Макс Эрнст, Рене Магритт тата Марсель Дюшан. Кинематографри сюрреализмăн паллă пайташĕсем — Луис Бунюэль, Жан Кокто, Ян Шванкмайер, Алехандро Ходоровски тата Дэвид Линч. Фотографи ĕçĕнчи сюрреализм Филипп Халсман малта пынă ĕçĕсене пула паллă.