From Wikipedia, the free encyclopedia
Тилĕ (лат. Vulpes) — йытă йышшисем текен ямахатри сĕтпе ÿсекен чĕрчунсен кăкĕ (речĕ). Чи паллă (курăмлă) тĕс — ахаль тилĕ.
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |
Тилĕ — кĕлетке тăршшĕ 70-80 сантиметр пулать, хӳри - 40-50 см. Йывăрăшĕ тиллĕн - 5- 10 килограмм. Тилĕ кĕске ураллă. Пуçĕ шĕвĕр сăмсаллă. Пысăк хăлха çунатти шĕвĕр вĕçлĕ, вăрăм хӳри çăмламас, кĕлетки хĕрлĕрех тĕслĕ. Пирĕн тăрăхра тилĕ пур çĕрте те пурăнать, сĕм вăрмана кăна тиркет. Çиессе вăл темĕн те çиет: шăши, йĕкехӳре, арлан, шапа, калта, ăман, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă. Хĕлле çынсем килте тытакан выльăха, чăх-чĕпе тапăнать. Тилĕ 25 çул таранах пурăнма пултарать, анчах нумай чухне ĕмĕрĕ 6-7 çултан иртеймест. Тăшманĕсем нумай мар пулин те, тилĕ час-часах тĕрлĕ чир-чĕрпе аптрать. Тилĕсем, уйрăмах, уртаракан чирпе час-часах вилеççĕ.
Кĕçĕн тĕсĕсем 40 таран, какăрăн кăна нумайрах. Ку тилĕ питĕ нумай вырăнта пурăнма пултарнипе çыхăннă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.