From Wikipedia, the free encyclopedia
Эсперанто (эсперанто: Esperanto мĕнле каламалли ), — шухăшласа кăларнă чĕлхе. Ăна пĕтĕм тĕнчери халăхсем пĕр чĕлхепе пĕр тан калаçмашкăн тума пуçланă. Варшавăра пурăннă куç врачĕ Людвиг Заменгоф 1887 çулта хăйĕн «Интернационаллă чĕлхе» («Lingvo internacia. Antaŭparolo kaj plena lernolibro») ĕçне пичетлет. Ăна вăл «Шанаканскер» (эсперанто) псевдонимпа палăртать. Çавăнтанпа пĕтĕм халăх чĕлхине эсперанто теççĕ. Л.Заменгоф унта нумай чĕлхере пĕр пек илтĕнекен сăмахсене кĕртме тăрăшнă. Эсперанто чĕлхипе усă куракансене "эсперантистсем" тесе чĕнеççĕ. Тĕрлĕ хаклавсемпе килĕшӳллĕн, эсперантистсен шучĕ тĕнчипе çĕр пинрен темиçе миллиона çитиех.
Чĕлхе тĕслĕхĕ | |
---|---|
La Patro Nia Çӳлти Аттемĕр: аудио çырни
Patro nia, kiu estas en la ĉielo, |
Ку чĕлхене вăл интернационаллă шая кĕрсе кашни вĕреннĕ çынăн иккĕмĕш чĕлхи пултăр тесе шутласа кăларнă. Эсперанто чĕлхипе усă курни тĕрлĕ халăхсем хушшинчи хутшăнусене çĕнĕ шая кăларать. Çаплах ку чĕлхен пропедевтика пахалăхĕ пысăк: эсперанто пĕлекен çын ют чĕлхесене çăмăлрах вĕренет.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Шутласа кăларнă чĕлхесем |
Атлантика чĕлхи | Бейсик инглиш | Волапюк | Идо | Интерлингва | Ифкуиль | Квенья | Кхуздул | Latino sine flexione | Lingua Franca Nova | Линкос | Логлан | Ложбан | Надсат | Новиаль | Окциденталь | Ро | Синдарин | Славянсем хушшинчи чĕлхи | Словио | Сольресоль | Çĕнĕ чĕлхе: "1984" кĕнĕкирен "Newspeak" | Токи Пона | Эсперанто |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.