Португал чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Португа́л чĕлхи (порт. língua portuguesa) — индии-европа чĕлхе çемьине кĕрекен роман ушкăнĕнчи чĕлхе. Вăтам ĕмĕрсенчи галиси-португал чĕлхинчен аталанса пулнă. Çырулăхне латин алфавичĕн никĕсĕпе хатĕрленĕ.
Краткие факты Португал чĕлхи, Классификаци ...
Португал чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Português Европа пуплевĕ — [puɾtu'geʃ] |
Патшалăхсем: | Португали, Бразили, Ангола, Мозамбик тата Португал чĕлхиллĕ патшалăхсен Пĕрлешĕвĕнчи ытти патшалăхсем |
Официаллă статус: | Ангола, Бразили, Кабо-Верде, Хĕвел Тухăç Тимор, Гвиней-Бисау, Макао, Мозамбик, Португали, Сан-Томе тата Принсипи, Экваториаллă Гвиней ЕП |
Йĕркелекен: | Португал чĕлхин тĕнчери институчĕ, Португал чĕлхиллĕ патшалăхсен Пĕрлешĕвĕ |
Калаçакансен пур йышĕ: | 220 млн. |
Классификаци | |
Категори: | |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | pt |
ISO 639-2: | por |
ISO 639-3: | por |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Закрыть
Вăл роман çемьинчи çывăх тăванлă испан чĕлхипе танлаштарсан калаçакансен шучĕпе иккĕмĕш, тĕнчери пур чĕлхе хушшинче 6-8 мĕш вырăнсем йышăнать. Португал чĕлхипе калаçакансене лузофонсем пĕрлĕ Лузитани рим провинци ячĕллĕ терминпа палăртаççĕ, португал чĕлхиллĕ пĕтĕм территорие — Лузофони (Франкофони пĕлтерĕш евĕрех) теççĕ.