Йывăрлăх вăйĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йывăрлăх вăйĕ — çĕр е урăх астраномилле объект çывăхĕнчи хуть те мĕнле ĕскере те пырса тивекен вăй.
Палăртнă тăрăх, йывăрлăх вăйĕ астрономилле объектăн гравитацилле туртăмĕнчен тата асăннă объект хăй тĕнĕлĕ тавра çаврăннипе пулакан центртан катертекен инерцилле вăйран тăрать[1][2].
Ытти вăйсене (сăмахран, Уйăх тата Хĕвел туртăмĕсене) пĕчĕк пулнине кура шута илмеççĕ е вĕсене уйрăммăн пăхса тухаççĕ[3][4][5].
Ку капăн, йывăрлăх вăйĕн, пĕрчисем: СИ системăра — ньютон, СГС системăра — дина.