Гравитаци (лат.gravitas — «йывăр») — физикăра: тăватă никĕсле вăйăмсенчен пĕри. Çутçанталăкри хуть те мĕнле материлле ĕскерсем хушшинче пур. Вăйăм пысăках мар чухне тата хăвăртлăхсем, çутăннипе танлаштарсан, пĕчĕк чухне Ньютонăн туртăм теорийĕ вăйра тăрать.Анлăрах контекстра вара танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ (ОТО) çине таянма тивет. Квантла чикĕсенче туртăмăн квантла теорийĕ пулма тивĕçлĕ, анчах та ăна халлĕхе ăславçăсем аталантарайман.