Никĕсле хире-хирĕç вăйăмсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Никĕсле хире-хирĕç вăйăмсем — çутçанталăкра пур тăватă тĕрлĕ никĕсле хире-хирĕç вăйăмсем; элементарлă пĕрчĕсем хушшинче тата вĕсенчен тăракан ĕскерсем хушшинче палăрать. Асăннă хире-хирĕç вăйăмсем çаксем пулаççĕ:
1960-мĕш çулсенче Шелдон Ли Глэшоу, Абдус Салам тата Стивен Вайнберг Электромагнитла хире-хирĕç вăйăма тата Вăйсăр хире-хирĕç вăйăма пĕрлештеме май пуррине тупса палăртнă. Вара çав пĕрлешĕве Электровăйсăр хире-хирĕç вăйăм тесе ят панă.
Кун çумне тата вăйлă хире-хирĕç вăйăма та хушсан — Стандартлă модель пулать.
Анчах та тăваттăшне те пĕрле çыхăнтаракан теори (Мĕнпурĕн теорийĕ текенскер) халлĕхе çук темелле. Гипотеза шайĕнче, тен, пур.