Сентиментализм
ҫыравлӑхӑн юхӑмӗ / From Wikipedia, the free encyclopedia
Сентименталиизм (фр. sentimentalisme, фр. sentiment — туйăм) — хĕвеланăç Европан тата вырăс этеплĕхĕн тата çыравлăхĕн юхăмĕ. Çав ÿнер юхăмĕнче тăракан хайлавсем уйрăмах туйăмлăха палăртаççĕ. Европара XVIII- ĕмĕрĕн 20-çç.-сен - 80-çç.-ччен, Раççейре — XVIII- ĕмĕр вĕçĕнчен XIX - ĕмĕр пуçламăшне çити тăсăлнă.
Сентиментализм «этем çутçанталăкĕн» чи витĕмлĕ палли ăс-тăн мар, — туйăмлăх тесе пĕлтернĕ. Ку классицизм никĕсĕнчен уйрăм тăнă. Çут ÿç тапхăрĕпе çывăх юлса, сентиментализм çын харпăрлăхĕн идеалне пăхăнса юлать, анчах ку тĕнчене «ăс-тăнпа» çĕнетни мар, «çутçанталăк» туйăмĕсене ирĕке кăларса аталантарни пулать.
Сентиментализмри çут ĕç çыравлăхĕн паттăрĕ ытларах харпăрлăхлă, унăн чун-кăмăл тĕнчи ăнлануллă, вăл юнашар пулса иртнине çивĕччĕн туйса çывăха илме пĕлет. Çуралнă тăрăх (е шухăшлавĕпе) сентиментализм паттăрĕ — демократ; ахаль çынăн пуян та тарăн чунĕ — сентиментализмăн тĕп уçăлăвĕпе çĕнтерĕвĕсенчен пĕри.
Сентиментализмăн паллă пайташĕсем — Джеймс Томсон, Эдуард Юнг, Томас Грей, Лоренс Стерн (Англи), Жан Жак Руссо (Франци), Николай Карамзин (Раççей).