Томас Мор
From Wikipedia, the free encyclopedia
Томас Мор, (акăл. Thomas More; нарăс, 7 1478, Лондон - утă, 6 1535, Лондон) — акăлчан юрисчĕ, философ, писатель-гуманист. Англин лорд-канцлерĕ (1529-1532). 1516 çулта вăл «Утопия» ятлă кĕнеке çырнă, унта вăл хăй шутласа кăларнă утравлă çĕршывăн тĕслĕхĕнче çын пĕрлĕхĕн идеаллă йĕркелĕвне сăнарланă.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Чӑн ят ...
Томас Мор | |
Thomas More | |
Çуралнă чухнехи ят | акăл. Thomas More |
---|---|
Чӑн ят | акăл. Thomas More |
Çуралнă вăхăт | 1478 нарăс, 7 |
Çуралнă вырăн | Лондон, Англи |
Вилнĕ вăхăт | 1535 утă, 6 |
Вилнĕ вырăн | Лондон, Англи |
Гражданлăх | Англи патшалăхĕ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ашшĕ | Джон Мор[d][1] |
Амăшĕ | Agnes Graunger[d][2][1] |
Арăмӗ | Jane More[d][1] и Alice More[d] |
Ачисем | Маргарет Ропер[d][1], Elizabeth Dauncey[d][2], Cecily Heron (née More)[d][1][2], John More II[d][1][3] и Margaret Clement[d][1] |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Закрыть
Мор Реформаци чиркÿпе çын пĕрлĕхне сиен кÿрет тесе шутланă, Мартин Лютерпа Уильям Тиндейл тĕн çине епле пăхнине тиркенĕ, лорд-канцлер вырăнне йышăнаканскер, Англире протестантизм сарăлнине чарма тăнă. VIII-мĕш Генриха Англи чиркĕвĕн пуçлăхĕ тесе килĕшмен, вăл Арагон Екатеринипе уйрăлнине килĕшсе йышăнман. 1535 çулта ăна сутăнчăк тесе Акт çырса пуçне каснă. 1935 çулта унăн ятне Католицизм чиркĕвĕ сăваплисен шутне кĕртнĕ.