Футбол
From Wikipedia, the free encyclopedia
Футбо́л (акăл. Football, «ура пӳски») — ушкăнлă спорт тĕсĕ, вăйăн тĕллевĕ — хирĕç кĕрешекенсен хапхине пӳске нумай хут кĕртесси. Халĕ çак вăйă тĕнчере чи кăмăлланă тата анлă йышлă спорт тĕсĕ пулать.
Футбол клубӗ — спорт организацийӗ (спорт клубӗ, спорт пĕрлĕхĕ), футбол ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать. Футбол клубĕнче спортсменсемсӗр пуҫне тренер тата ӑна пулӑшакансем, клуб менеджерӗсем, тухтăрсем тата юсав ӗҫлевçисем пур. Командăн тĕп йышне ҫирӗм е ытларах вылявçă кĕрет.
Клуб темиçе командăпа тӗрлӗ дивизионри ăмăртусене хутшăнать. Унăн ҫамрӑксен команди, ачасен команди, спорт шкулӗ, стадион тата тренировка бази пулма пултарать[1].