Акацирсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Акацирсем (грек. Άκατίρων, лат. gens Acatzirorum) — III—IV ĕмĕрсенче Европăра, Тăнăвартан пуçласа Тухăç Балтикаçумне çити тата Атăлăн тури юхăмĕн çĕрĕсенче выльăх ĕрчетсе пурăннă юркăн халăх. Халăха çулпуçсем ертсе пынă, вĕсем Атăл хунĕсен пăхăнăвне пĕтĕмĕшлех кĕмен.
Акацир этносĕн генезисĕ пирки тĕрлĕ верси пур: чи палли вĕсене хунсемпе çыхăнтарать, çаплах Приск Панийский пĕлтернипе, акацирсем — çурçĕр скиф йăхĕ. 463 çул тĕлнелле Азирен анăçалла огурсем, сарагурсем (шурă огурсем), оногурсем — (вунă огур) — тапăнса кайнă, 466 çулта çак йăхсем акацирсене аркатнă, çакăн хыççăн хунсем те пĕтеççĕ. Каярах çак огур йăхĕсен тĕпĕнчен çĕнĕ этноним — пăлхар — тухнă.
Историксем этнонима тĕрĕксемпе çыхăнтараççĕ (agaç äri - «вăрман çынĕ») тата вăтам ĕмĕрсенчи агачэри туркмен йăхĕпе пĕр теççĕ[1][2][3].
Тепĕр гипотезăпа, хасарсене акацирсен нĕселĕсем теççĕ. Çакăн пек Иордан çине кăтартса çыхăнтарни VII ĕмĕрти [[Равенна космографийĕ|Равенна космографинче]] пур теççĕ, анчах та Иордан çырнисенче çакнашкал çирĕплетсе кăтартни çук[4].