Хунсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хунсем, — II—IV ĕмĕрсенче Урал тăрăхĕнче укăр тата сармат йăхĕсенчен пулса тухнă, II ĕмĕрте ку вырăна Китай çеçенхирĕнчен куçнă тĕрĕк чĕлхипе калаçакан хуннусенчен йĕркеленнĕ халăх.
Краткие факты Чĕлхе, Тĕн ...
Хунсем | |
Хунсем алансемпе çапăçаççĕ (Петер Гайгер ӳкерчĕкĕ) | |
Чĕлхе | Хун чĕлхи[1] |
---|---|
Тĕн | хунсен тĕнĕ[2] |
Расă тĕсĕ | монголоидсем[3] |
Кĕрет | прототĕрĕксем[4] |
Пулса кайни | хунну, укăрсем, сарматсем[5] |
Закрыть
II ĕмĕрте Вăта Азирен куçса килнĕ, IV ĕмĕрсенче Уралçинче тĕрĕк чĕлхиллĕ хунну йăхĕсен тата вырăнти укăрсемпе сарматсен йăх пĕрлешĕвĕ[5], IV ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Тухăç Европăна çĕмĕрсе кĕнĕскерсем. Хунсен патшалăхĕ Атăлран Рейна çити тытăнса тăнă. Аттила патша тата çарпуçĕ чухне (V ĕмĕрĕн варри) романсен анăç енне туртса илесшĕн кĕрешнĕ. Хунсен тĕп вырнаçăвĕ Паннонире пулнă, каярах кунта аварсем, тепĕртакран — венгрсем вырнаçнă.