Çул вăрăммăшĕ — 4287 çм. Транс Çĕпĕр магистралĕнченТайшетра БАМ-ран уйрăлса çурçĕртерех пырать, Ангара урлă Братскра каçать, ЛенăнаУсть-Кут патĕнче каçать, Северобайкальск витĕр тухса Байкала çурçер енчен иртет, кайран Тындăна çитет, Амур урлă Комсомольск-Амур-çинчи хулара каçса Лăпкă океанаСовет Гаванĕнче çитет. Алдан — Томмот турачĕ (Томмот — Кердем йĕрне тăваççĕ) тата тума чарса лартнă Улак — Эльга (Эльга çĕрай упранăвĕ патнелле).
Магистралĕн трасси ытларах сăртлă вырăнпа, çав шутра Становое нагорье урлă, çиччĕ ту хысакне касса, каять. Çул çинчи чи çӳлли — Мурура перевалĕ[2] (1316,93 метр тинĕс шайĕнчен); çак перевалăн чăнкăрах тайлăкне иккĕ хăватлă туртăмпа хăпармалла, пуйăссен йывăрăшне чаракламалла пулать[3]. Трасса çинче вуннă тоннель шăтарса тунă, вĕсем хушшинче — Раççейре чи вăрăмми Çурçĕр Муй тоннелĕ.
Çул трасси 11 пысăк юханшыва каçать, çул тăршшипе 2230 пысăк та пĕчĕк кĕпер туса лартнă. Магистраль çинче 200 ытла чукун çул чарăнăвĕпе разъезд, 60 ытла хулапа паççулкă.
Магистралĕн анăç пайĕ (Таксимо чарăнăвне çити) электрифициленĕ, тухăç еннелле куçăм тепловус туртăмĕпе пырать[4].
Большая Российская энциклопедия: В 30 т. / Председатель науч.-ред. совета Ю. С. Осипов. Отв. ред С. Л. Кравец. Т. 2. Анкилоз — Банка. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2005. — 766 с.: ил.: карт.