Амур (юханшыв)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Амур (юханшыв)map
Remove ads

Аму́рИнçет Тухăçри юханшыв. Раççей (53 % бассейн лаптăкĕ), Китай тата Монголи çĕрĕсем тăрăх юхать.

Краткие факты Амур, Шаблон:Lang-zhr ...
Remove ads

Тавралăхĕ

Пысăк юпписем: Зея, Уссури, Бурея, Сунгари, Амгунь, Анюй, Тунгуска.

Хуласем: Амурск, Благовещенск, Хабаровск, Комсомольск-Амур-çинчи, Николаевск-Амур-çинчи (Раççей), Хэйхэ (Китай).

Ячĕ пĕрлĕ тунгус-маньчжур чĕлхисен никĕсĕнчен «амар», «дамур» — «пысăк юханшыв» — тухнă. Китайсем Амура «Хэйхе» — «хура юханшыв», кайран «Хэйлунцзян» — (китай 黑龙江, «Хура вĕрçилен юханшывĕ») тенĕ. Монголсем Амура «Амур Хара-Мурэн» — «хура шыв» тенĕ. Чăннипе Амур Шилкăпа — «хĕсĕк айлăм» эвенкилле тата Аргунь — «сарлака» (ергунь) монголла — пĕрлешнĕ хыççăн пуçланать[2].

Юханшыв тăсăлăвĕ — 2824 километр, Шилкăпа Аргунь пĕрлешнĕ тĕлтен пуçласа Охот тинĕсĕн Сахалин кӳлмекĕ патне çити. Онон — Шилка — Амур системинче Амур тăсăлăвĕ 4279 километр пулать. Хайлар пуçламăшĕнчен— Аргуньрен вăррине çити — 4049 километр. Чылай хыпар кĕнекинче кăтартнă Амур тăсăлăвĕ — 4444 километр географи халапĕ пулать [2].

Юханшыв айлăмĕнче виçĕ пая уйăраççĕ: тури Амур (Зея юханшыв вăррине çити; 883 километр), хăвăртлăхĕ 5,3 км/сех, вăта Амур (Зея вăрринчен Уссури вăррине çити; 975 километр), хăвăртлăхĕ 5,5 км/сех тата анат Амур (Уссури вăрринчен Николаевск-Амур-çинчине çити; 966 километр), хăвăртлăхĕ 4,2 км/сех. Амурăн гидрологи режимĕн паллă уйрăмлăхĕ — çуллахи-кĕрхи муссон çумăрĕсене пула шыв шайĕ хытă улшăнса тăни, вĕсĕн пайĕ 75 % çитет.


Thumb
Амурăн китай çыранĕ (Хэйхэ хули.)
Remove ads

Амур чикĕ юханшывĕ

Климат

Амур юханшывăн бассейнĕ Тухăç Азин вăтам широтисенче вырнаçнă. Амур шыв-çĕрĕнче тăватă физика-географи йăрăмĕ вырнаçнă: вăрман (с подзонами хвойно-широколиственных лесов, средней и южной тайги), вăрман-çеçенхир, çеçенхир тата çурма çеçенхир.

Экологи

2005 çулхи чӳк, 14 китайсен пĕр заводĕнче пулса иртнĕ авари хыççăн, Сунгурине нумай наркăмăш япалалăха кăларса пăрахнă, нитробензол, нитробензин тата урăх химикат патисем Амура лекеççĕ. Тасамарланнă шыв Хабаровска лекесрен китайсем Казакевич юхăмĕнче дамба туса лартаççĕ. Çакна пула раштавăн 20-мĕш кунĕсенче çак района çитнĕ пăснă шыв юхăмĕ раççей çыранĕ еннелле куçать. 2006 çулхи акара дамбăн хăш пайне пăсса тăкнă, малашне ăна пĕтĕмпех аркатса хума йышăннă.

2008 çулхи утă уйăхĕнче вырăнта пурăнакансем Амур облаçĕнче Амур çинче палллă мар 2 çм калăпăшлă патасене асăрханă, малтан вĕсене нефть тесе шутланă.

Амурçи Комсомольск патĕнче 1933- 1990 çулсенчи вăтам шыв тăкакĕ (м³/с), уйăхсерен
[3]

Remove ads

Юпиисем

Зея, Уссури, Бурея, Сунгари, Аргунь, Анюй.

Thumb
Амур (сулахайра) Горин (сылтăмра) кĕнĕ вырăнта (Амурçи Комсомольскран 50 км анатарах)

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads