From Wikipedia, the free encyclopedia
Каберне совиньон (фр. Cabernet sauvignon)- паллă хĕрлĕ иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ - Медок тата Грав тăрăхсем (Бордо енĕ, Франци).
Урăх ятсем: видур ( лат.-vigne dur- "хытă чĕрĕ хулă" ), буше е бушет.
Каберне совиньон каярах чечекленет, ăна ирхи тăм илмест. Каберне совиньон сивве тӳсекен сорт, анчах та унăн çырлисем каярах пиçеççĕ. Çавăнпа çак сорт валли ăшă тата типĕ кĕркунне кирлĕ. Питĕ хулăм хупăллă çырласем пысăк иçĕм сапакине пуçтарăннă. Иçĕм çырли хуппинче нумай танинсем ( 4-5 % ) тата пигментсем. Каберне совиньон питĕ чĕрĕ сорт. Ку сортран тунă эрехсем 30-40 çул иртсен кĕленчере пулса çитет.
Тĕнчере каберне совиньон сорчĕ чи палли шутланать ( 614 800 га ). Эрехтăвакан кашни çĕр-шывра иçĕм тĕмин çак сорчĕ тымар янă:
эрех ячĕ | тăрăх | сорт пайĕ | |
---|---|---|---|
Chateau Mouton-Rothschild | Пойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци | 77 % | |
Chateau Latour | Пойяк тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци | 75 % | |
Chateau Margaux | Марго тăрăхĕ, Бордо енĕ, Франци | 75 % | |
Chateau Lafite-Rothschild | Пăйяк тăрăхĕ,Бордо енĕ,Франци | 70 % | |
Sassicaia | Тоскана облаçĕ, Итали | 85 % | |
Solaia | Тоскана облаçĕ, Итали | 75 % | |
Lupicaia | Тоскана облаçĕ, Итали | 90 % | |
Ornellaia | Тоскана облаçĕ, Итали | 65 % | |
Screaming Eagle | Напа айлăмĕ, Калифорни штачĕ, АПШ | 100 % |
2010 çулта американри эрехтăвакансем сорчĕн уявĕ никĕсленĕ - "Пĕтĕм тĕнчери Каберне Совиньон кунĕ" - авăн уйăхри иккĕмĕш кунра.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.